Çĕр туртăмĕ

20 Çурла, 2014

Çурла уйăхĕн варринче Краснодар тăрăхĕнче иçĕм çырли пиçсе çитет. Çавна май Таманьре çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче иçĕм çырлипе хĕрлĕ эрех уявне ирттернĕ. Ку регионта иçĕм çырли çитĕнтересси тата унран хĕрлĕ эрех хатĕрлесси экономикăн тĕп отраслĕ шутланать. Халĕ çак çырлана Краснодар тăрăхĕнче çеç мар, Чăваш Енре те тухăçлă ÿстереççĕ. Асăннă вăхăт тĕлне иçĕм çырли пирĕн патра та пиçсе çитет.

Хĕвел çырли

Канашра пурăнакан Алексей Миронов пахчинче пулса курнă, çырла астивнĕ май çирĕплететĕп çакна. Пысăк çупкăмсем куçа илĕртеççĕ. Кăнтăр тăрăхне лекнĕн туятăн хăвна. Пĕр çупкăмĕ çеç 1,5-2,5 кило таять. Пахчара вара 15 тĕрлĕ иçĕм çырли. Кăçал тухăç пĕлтĕрхинчен лайăхрах. Çулсерен Мироновсен çемйи 300-400 килоран кая мар хĕвел çырли пухать. Унран хĕрлĕ эрех те хатĕрлеççĕ вĕсем.

Иçĕм çырли аллейипе утнă май хĕвел пайăрки пачах та лекмест. Çуллахи шăрăх çанталăкра ун айĕнче канма лайăх.

Иçĕм çырли хунавĕсемпе ăна кÿрши Геннадий Мельников тивĕçтернĕ. Геннадий Михайлович – ăста пахчаçă. Кÿрши-аршине сĕнÿпе те, ĕçпе те ялан пулăшать. Ăна кура кунта пурте иçĕм çырли çитĕнтереççĕ. Акă Алексей Николаевичăн та унăнни пекех «Таежный», «Алешенькин», «Восторг», «Донской», «Альфа», «Муромец» сортсем пур. Кашнийĕ хăйне евĕрлĕ.

Кĕркунне хĕл каçма хатĕрленĕ чухне вăл çырла турачĕсене çĕр çине авса хурать, шăшисем кăшласран чăрăш-хыр лăссипе витет. Çуркунне вара хунавсене уçма васкать. Ку ĕçе те пĕлсе тумалла: ир уçсан шăнма пултараççĕ, каярах юлсан – пăчăхса çĕрес хăрушлăх пур. Çулла та пăхса тăмалла: хушма туратсене ÿсме памалла мар, çырлана хуплакан çулçа татмалла. Унсăрăн вăл пиçсе çитеймест.

– Иçĕм çырлипе хăçан кăсăкланма пуçларăр?

– Тивĕçлĕ канăва тухсан. Халĕ ку ĕçпе «чирлесех кайрăм». Пĕтĕмпех Геннадий Михайловича пула.

Алексей Миронов хăй ĕмĕрне «Канашский» çул-йĕр управленийĕнче ĕçлесе ирттернĕ. Механикран пуçласа пуçлăх таранах ÿснĕ Вăрманьял каччи. Чыслă, хисеплĕ ята та чылай тивĕçнĕ. Вĕсенчен чи хакли – «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ» ят. Паян та алă усса лармасть, пĕрмаях пахчара тăрăшать. Иçĕм çырлисĕр пуçне пахча çимĕç, улма-çырла çитĕнтерет. «Тухăç хамăр валли те, ачасем валли те çитет. Эпĕ халĕ мăн асатте шутланатăп вĕт, – мухтанарах калаçрĕ вăл. – Мăнукăн пĕр ачи тĕнчене килчĕ».

Мăнукĕсем час-часах çÿреççĕ ун патне. Бассейнра шыва кĕрсе савăнаççĕ, экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕç çиеççĕ. Пахча çимĕç тенĕрен кунта темĕн те çитĕнет: çĕр улмирен пуçласа ыхра-сухан таранах. Помидор та тухăçпа савăнтарнă кăçал. Пысăк теплицăра пурин валли те вырăн пур. Çитес вăхăтра парник тума ĕмĕтленет кил хуçи.

Алексей Николаевичпа Маргарита Геннадьевна Мироновсем çуркуннерен пуçласа хура кĕрчченех пахчара вăй хураççĕ. Сукмака хĕлле те такăрлатаççĕ. Мунча кĕме килеççĕ. Унăн ăшши вара пурне те çитет.

Çут çанталăкпа юнашар пулма тăрăшаççĕ вĕсем. «Çулла хваттерте пăчăхса лариччен пахчара ĕçлесе савăнатăп», – терĕ маттур арçын. Чунĕ те ĕç патнех туртать. Ара, ачаранпах плугарьте вăй хунăскер çĕр ĕçĕнчен уйрăлаймасть вăл. Унăн туртăмĕ вăйлăрах, кăсăклăрах.

 

Фонтан та, çил арманĕ те

Ултă сотка çĕр çинче те темĕн те пĕр ÿстерме пулать иккен. Геннадий Мельниковăн пахчи çинчен те тĕплĕнрех çырса кăтартар вулакана. Ытларах пайне иçĕм çырли йышăнать. Вăл çĕр тĕп ытла. Кун пирки эпир вулакана маларах хаçатăн пĕр номерĕнче паллаштарнăччĕ. Çулсерен темиçе центнер тухăç пуçтарать вăл. Ара, пĕр тĕмрен кăна 3-4 витре çырла пухнине пĕлтерчĕ арçын. Кăçал тухăç çур тоннăран та иртессе палăртрĕ. Тĕрлĕ-тĕрлĕ сорта почтăпа çырăнса илет. Улмуççийĕсем те тутлă çимĕç параççĕ. Пĕр çум курăкĕ те курăнмасть. Ун валли садра вырăн çук: пур çĕрте те чечек ешерет. Ăста пахчаçăн груша йывăçĕ те пилĕк юплĕ. Кашнийĕ тĕрлĕ сортпа савăнтарать. Кил хуçи ăна хăех сыпнă.

Канма пĕтĕм услови пур: фонтанпа çил арманĕ, чуччу, беседка. Ĕçлесе ывăннă хыççăн шыв сиккине итлеме кăмăллă. Вăл чуна канăç кÿрет. Çил арманĕ, чуччу вара ачалăхри кунсене куç умне кăлараççĕ.

Мельниковсем пахчара чăх та, кролик те усраççĕ. Вăрăм хăлхаллă чĕр чун иçĕм çырлин çулçине кăмăллать. Тутлă çырлана чăх та сăхать.

Геннадий Михайлович уçă сывлăшра ĕçлеме кăмăллать. Нумаях пулмасть çĕнĕ мунча туса пĕтернĕ вăл. Çитес вăхăтрах ăна хутса кĕрессине пĕлтерчĕ. Пурнăçланă кашни ĕçпе савăнма пĕлет кил хуçи. Ара, ÿсĕмĕсем те куç умĕнчех. Япăх çĕр çинчех пысăк тухăç илме пултарать. Тăрăшсан ту çинче те тыр-пул çитĕнет тени чăна тухать мар-и? Çĕр тухăçлăхне ÿстерес тĕллевпе сухан ÿстернĕ хыççăн лаптăк çине ыраш акать. Кĕркунне ăна чавать. Ыраш çĕре азотпа пуянлатать. Паха «апат» темиçе тонна навуспа танлашать. Маларах ку çĕр «Канашский» совхозăн шутланнă. Каярахпа ăна хуçалăх акма пăрахнă, уйрăм çынсене валеçсе панă. «Кунта ăман та çук, – терĕ Геннадий Михайлович калаçăва вĕçленĕ май. – Çапах иçĕм çырли çĕре тиркемест. Вăл хăть ăçта та ÿсет».

Иçĕм çырли çинчен сехечĕ-сехечĕпе калаçма хатĕр вăл. Кашни сорт пирки тĕплĕн ăнлантарать, хăй çавăнтах çырла çумĕнчи çулçа иртет. Хĕвел çинче çырла сахăр ытларах пухать, часрах пиçсе çитет.

Валентина ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.