Пенси фончĕн хыпарĕсем

10 Çурла, 2016

Интернет урлă

Çулталăк пуçланнăранпа çак тĕллевпе çырнă заявленисен 31 проценчĕ «Гражданинăн харпăр хăй кабинечĕ» тата патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă пынă. Ентешсем электрон пулăшăвĕн меллĕхне тивĕçлипе хакланă: Пенси фончĕн специалисчĕсемпе пĕрле документсене хатĕрлесе вĕсене хăйсен çуралнă кунĕ çитиччен пĕр уйăх маларах Интернет урлă параççĕ. Çавăнпа пĕрлех пенси укçине валеçмелли мел енĕпе те — е почта, е банк урлă — электрон заявлени пама юрать. Пенси илсе тăракансем вара тивĕçтерÿ мелне Интернет пулăшнипе улăштарма пултараççĕ.

17 Çу, 2016

Хăнасем паха опытпа паллашнă

РФ Пенси фончĕн ĕç-хĕле оптимизацилес енĕпе пухнă опычĕпе паллашма Шупашкара Хакас Республикинчи тата Самар облаçĕнчи ĕçтешĕсем Чăваш Ене икĕ кунлăха килнĕ. Хăнасем Пенси тÿлекен тата информацие тишкерекен центра, Пенси фончĕн Çĕрпÿ районĕнчи управленине, унăн Красноармейски районĕнчи пайне çитсе курнă.

9 Нарăс, 2016

Тÿлевсем ÿснĕ

2016 çулхи нарăс уйă­хĕн 1-мĕшĕнче федераци çă­­мăл­лăхçисен уйăхри укçа тÿлевĕн виçине тата соцпакет хакне ÿстернĕ.

Пирĕн республикăра асăннă ушкăна 105,5 пин çын кĕрет, вĕсен 80 проценчĕ - инвалидсем. Уйăхри укçа тÿлевĕ вăтамран 140 тенкĕ хăпарса 2,2 пине çитнĕ. Федераци çăмăллăхçисене тÿлемешкĕн кăçал 2,7 млрд тенкĕ тăкаклаççĕ.

Соцпакет хакĕ уйăхра 995,23 тенкĕпе танлашать, çав шутра: эмел пайĕ - 766,55, санаторипе курорт пайĕ - 118,59, транспорт пайĕ /хула çум пуйăсĕпе тÿлевсĕр çÿресси тата санатори сиплевĕн вырăнне кайса килесси/ - 110,09 тенкĕ.

9 Нарăс, 2016

Нумай функциллĕ центр пулăшнипе

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Енре пурăнакан 17,5 пин ытла çын иртнĕ çул Пенси фончĕн пулăшăвне тивĕçмешкĕн нумай функциллĕ центрсене пынă.

Чылайăшĕн ыйтăвĕ амăшĕн капиталĕн сертификатне йĕркелессипе, унăн укçипе хуçаланассипе /53 процент/ тата обязательнăй пенси страхованийĕн свидетельствине илессипе /40 процент/ çыхăннă.

Граждансене çавăн пекех пенси тÿлевне çитермелли майсем, пухăнса пыракан укçана инвестицилесси, соцпакета хирĕçлесе е çĕнĕрен йĕркелеме килĕшсе заявлени парасси интереслентернĕ.

23 Авăн, 2015

Конкурса йыхравлаççĕ

Пĕтĕм Раççейри «Обязательнăй пенси страхованийĕн 2015 çулхи чи лайăх страхователĕ» конкурс вăй илчĕ.

Ăна иртнĕ çулхи кăтартусем тăрăх курăмсăр майпа ирттереççĕ: Пенси фондне страховани взносĕсене вăхăтра тата тулли виçепе куçармалла, отчета палăртнă тапхăрта тата йăнăшсемсĕр çитермелле: çавăн пекех тара тытса ĕçлеттерекенсене обязательнăй пенси страхованийĕн тытăмĕнче кая юлмасăр регистрацилемелле.

Конкурса çитес çулхи май уйăхĕнче ĕçпе тивĕçтерекенсен Пенси фондĕнче упранакан отчечĕсене тĕпе хурса пĕтĕмлетеççĕ.

Pages