Хăнасем паха опытпа паллашнă

17 Çу, 2016

РФ Пенси фончĕн ĕç-хĕле оптимизацилес енĕпе пухнă опычĕпе паллашма Шупашкара Хакас Республикинчи тата Самар облаçĕнчи ĕçтешĕсем Чăваш Ене икĕ кунлăха килнĕ. Хăнасем Пенси тÿлекен тата информацие тишкерекен центра, Пенси фончĕн Çĕрпÿ районĕнчи управленине, унăн Красноармейски районĕнчи пайне çитсе курнă.

Чăваш Енри пенси службинчи тытăма çĕнетсе улăштарма икĕ çул каялла тытăннă — ун чухне çÿлерех асăннă центра туса хунă тата районсен хушшинчи малтанхи управленисене йĕркеленĕ. Раççей Пенси фончĕн территори органĕсене районсен хушшинчи управленийĕсене реорганизацилесси кăçалхи юпа уйăхĕнче вĕçленмелле. Çав вăхăтрах вырăнти клиент службисене сыхласа хăварнă. Оптимизаци усси куç умĕнчех: пулăшу пахалăхĕ лайăхланнă, информаци тытăмĕн шанчăклăхĕ ÿснĕ тата управлени аппаратне чакарма май килнĕ.

Чăваш Енĕн оптимизаци концепцине Раççей Пенси фончĕн ертÿлĕхĕ ырланă тата унпа Крым Республикипе Севастополь хулинче пенси тытăмне йĕркеленĕ чухне усă курнă. Паха опытпа паллашмашкăн пирĕн хутлăха Тюмень, Кострома, Волгоград, Астрахань, Красноярск облаçĕсенчи, Мари Элри, Мордвари, Тутарстанри, Саха-Якутири, Комири, Севастополь хулинчи пенси службин специалисчĕсем килсе кайнă.

Сăмах май, РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ çĕршывра кăтартулли шутланать, пĕр хут кăна мар вăл «Раççей Пенси фончĕн лидерĕ» диплома тивĕçнĕ, ăна РФ Правительстви çумĕнчи Аналитика центрĕ патшалăх секторĕнчи проект ĕç-хĕлĕн профессиллĕ управленийĕ енĕпе ирттерекен Пĕтĕм Раççейри конкурсăн «Проектный Олимп — 2015» наградипе чысланă.

В.СМИРНОВА.

 

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.