Конкурса йыхравлаççĕ

23 Авăн, 2015

Пĕтĕм Раççейри «Обязательнăй пенси страхованийĕн 2015 çулхи чи лайăх страхователĕ» конкурс вăй илчĕ.

Ăна иртнĕ çулхи кăтартусем тăрăх курăмсăр майпа ирттереççĕ: Пенси фондне страховани взносĕсене вăхăтра тата тулли виçепе куçармалла, отчета палăртнă тапхăрта тата йăнăшсемсĕр çитермелле: çавăн пекех тара тытса ĕçлеттерекенсене обязательнăй пенси страхованийĕн тытăмĕнче кая юлмасăр регистрацилемелле.

Конкурса çитес çулхи май уйăхĕнче ĕçпе тивĕçтерекенсен Пенси фондĕнче упранакан отчечĕсене тĕпе хурса пĕтĕмлетеççĕ.

Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн комиссийĕ çавăн пекех обязательнăй пенси страхованийĕн саккунлăхне пăсни пирки ĕçлекенсем çăхав çырнине, вăтам шалу регионта пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçепе пĕр килнине, патшалăх софинансированийĕн программине хутшăнакансене пулăшнине шута илет.

Раççей Федерацийĕн мĕнпур субћектĕнче çĕнтерÿçĕсене тăватă категори - 500 çынран ытларах йышлă ĕçпе тивĕçтерекенсем, 100 - 500 çынлисем, 100 çынлисем тата тара кĕрĕшсе ĕçлекенсемлĕ уйрăм предпринимательсем - тăрăх палăртаççĕ.

2015 çулхи чи лайăх страховательсене Раççей Пенси фончĕн Правленийĕн председателĕ, регионти уйрăмсен управляющийĕсем алă пуснă дипломсемпе чыслаççĕ.

Асăннă конкурс улттăмĕш çул иртет. Çак тапхăрта унта Чăваш Енри 80 ĕçпе тивĕçтерекен çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ.

Тупăшу тĕллевĕ - бизнесăн социаллă яваплăхне ÿстересси. Ĕçпе тивĕçтерекенсем куçарнă взноссем хальхи пенсионерсене ватлăх укçи тÿлеме каяççĕ тата вăйпитти çынсен пулас пенсине хывăнаççĕ.