Уйăхри укçа тÿлевĕ тата ытти

22 Ака, 2015

Апрель уйăхĕн 15-мĕшĕнче республикăра иртнĕ информаци кунне пенси службин специалисчĕсем те пуçаруллă хутшăнчĕç, тĕлпулусенче социаллă пенсисемпе федераци çăмăллăхçисен уйăхри укçа тÿлевĕн ÿсĕмĕпе паллаштарчĕç, Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнă ятпа вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене пурлăх тĕлĕшĕнчен хавхалантарни çинчен пĕлтерчĕç, граждансен пенсипе çыхăннă ыйтăвĕсене туллин хуравларĕç.

Çак уйăхра патшалăх пенсийĕсем - социаллисем, вăрçа хутшăннисемпе унăн инваличĕсем, тăлăх арăмсем, вилнĕ çар çыннисен ашшĕ-амăшĕ, радиаци катастрофисене пĕтерме хутшăннисем илсе тăраканнисем 10,3 процент пысăкланнă май пирĕн республикăра пурăнакан 28 пин çын ытларах илсе тăма тытăннă. Социаллă пенсисем вăтамран 670 тенкĕ пысăкланса 7,2 пине çитнĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен, икĕ пенси илсе тăракансен, 1100 тенкĕ ÿссе 28,7 пинпе танлашнă.

Федераци çăмăллăхçисен уйăхри укçа тÿлевне тата соцпакет хакне 5,5 процент индексациленĕ.

Кăçалхи апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен соцпакетăн уйăхри хакĕ 930,12 тенке çитнĕ: эмел пайĕ - 716,40, санаторипе курорт сиплевĕ - 110,83, транспорт пайĕ - 102,89 тенкĕ.

Чăваш Республикинче уйăхри укçа тÿлевне федерацин 108 пин çăмăллăхçи тивĕçет. Вĕсенчен 86 пинĕшĕ - инвалид.

Пирĕн хутлăхра пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах тупăшлă /2015 çулта 5771 тенкĕпе танлашать/ ĕçлемен граждансене тивĕçтерекен федерацин социаллă тÿлевĕн виçине те апрель уйăхĕнчен хăй еккипе пăхса тухнă. Канури ватăн тупăшĕ шутне пенси, федерацин тата регионăн уйăхри укçа тÿлевĕсем, телефонпа усă курнăшăн, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн панă компенсаци те çавăнта кĕреççĕ. Социаллă тÿлев сумми пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе тата унăн тупăшĕн уйрăмлăхĕпе танлашать.

Çĕнтерÿ 70 çул тултарнă май Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пирĕн республикăра пурăнакан 25 пин ветеранĕ пĕр хут укçа тÿлевне тивĕçет. РФ Президенчĕн 2015 çулхи февраль уйăхĕн 26-мĕшĕнчи 100-мĕш Указĕпе килĕшÿллĕн вăрçа хутшăннисемпе инваличĕсене, тăлăх арăмсене, блокадăна лекнисене тата концлагерьсен çул çитмен узникĕсем пулнисене - 7 пин, тыл ĕçченĕсене тата концлагерьсен çул çитнĕ узникĕсем пулнисене 3 пин тенкĕ параççĕ.

Тÿлеве илмешкĕн заявлени çырмалла мар, ытти документ та ыйтмаççĕ - Пенси фончĕ ăна апрель уйăхĕнче, май пуçламăшĕнче çитерет: почта урлă - пенсипе пĕрле, банксене укçа куçарнă ĕнтĕ. Çар пенсионерĕсене унпа вăй ведомствисем тивĕçтереççĕ.