Интернет урлă

10 Çурла, 2016

Çулталăк пуçланнăранпа çак тĕллевпе çырнă заявленисен 31 проценчĕ «Гражданинăн харпăр хăй кабинечĕ» тата патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă пынă. Ентешсем электрон пулăшăвĕн меллĕхне тивĕçлипе хакланă: Пенси фончĕн специалисчĕсемпе пĕрле документсене хатĕрлесе вĕсене хăйсен çуралнă кунĕ çитиччен пĕр уйăх маларах Интернет урлă параççĕ. Çавăнпа пĕрлех пенси укçине валеçмелли мел енĕпе те — е почта, е банк урлă — электрон заявлени пама юрать. Пенси илсе тăракансем вара тивĕçтерÿ мелне Интернет пулăшнипе улăштарма пултараççĕ. Пирĕн республикăра çулталăк пуçланнăранпа пенси пама ыйтса 3,7 пин электрон заявлени панă, укçана çитермелли мел пирки — 800 ытла.

Тивĕçлĕ канăва тухсан кирек хăш вăхăтра та Пенси фончĕн сайтĕнчи «Гражданинăн харпăр хăй кабинетĕнче» пенси тата социаллă тÿлевсен виçи пирки информаци илме пулать. Вĕсен сумми пирки справка кирлĕ пулсан «Документсен саккасĕ» серверпа усă курмалла, кайран Пенси фондне хатĕр документа пырса илмелле. «Гражданинăн харпăр хăй кабинетĕнче» «Йышăнăва маларах çырăнасси» пулăшу та пур.

Граждансене электрон мелпе паракан пулăшусем йышлансах пыраççĕ. Уйрăм çынна пырса тивекен кăтартусемпе çыхăннисене тивĕçмешкĕн ЕСИА енĕпе çырса хунине Пенси фондĕнче çирĕплеттерсе патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче регистрациленмелле. Паян çак мелпе Чăваш Енри 10 пин çын ытла усă курать.

В.ИЛЬИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.