Пĕлетĕр-и?
Пахча патшине чысласа
ЧР ял хуçалăх министрне Сергей Павлова Красноармейскинче пурăнакансем çĕр улмине халалласа Чăваш Енре палăк лартма сĕннĕ. «Хаяр вăрçă тата ун хыççăнхи çулсенче çак пахча çимĕç чылай çынна вилĕмрен çăлнă», – тенĕ вĕсем. Паллах, министр тÿрех хурав парайман. Ку ыйтăва регионсен хушшинчи «Çĕр улми – 2014» куравра пăхса тухма палăртнă. Вăл кăçал нарăс уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче иртет.
ТĔС КĂМĂЛА ПАЛĂРТАТЬ
Америка психологĕсем Д. Глайв тата Э. Клери пилĕк çул тĕпчевсем ирттернĕ, 10 пин çын характерне тĕрĕсленĕ. Вĕсем палăртнă тăрăх - тĕксĕм кăвак куçлă ачасем çутă кăвак куçлисемпе танлаштарсан вăр-вартарах, çивĕчрех, пуçаруллăрах.
Тĕпчевçĕсем çитĕннисен кăмăлне, хăнăхăвĕсене анлăрах пăхса тухнă. Çапах та Д. Глайвпа Э. Клери хăйсен классификацийĕ пур çыншăн та тĕп-тĕрĕс тесе çирĕплетме çук тесе шухăшлаççĕ.
Вĕсен хăш-пĕр пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарар-ха.