Чăвашла верси
Русская версия
КУШАК - ĂСТА ТУХТĂР
Çăмĕ виçĕ тĕслĕ кушак чи сипли шутланать. Çак чĕр чунсем хăçан тата мĕнле витĕм кÿреççĕ-ха?
Ыйхă вĕçсен. Кушака сĕтел çине лартмалла. Хăвăрăн сĕтел хушшине лармалла, кушака çамка çумне 5 минут хĕстеререх тытмалла. Процедурăна кун сиктерсе тумалла. Сиплев курсĕ - 7-10 процедура.
Гипертони. Кушака ĕнсе çине çуха евĕр 3-4 минута хумалла. Çак ĕçе кунне 3 хутран кая мар тумалла. Сиплев курсĕ - 8-15 процедура.
Вар-хырăм чирĕсем. Кушака хырăмлăх тĕлне хурса 5-7 минут выртмалла. Куллен е кун сиктерсе сипленмелле. Сиплев курсĕ - 7-12 процедура.
Ÿпке чирĕсем. Кушака /çури тата лайăхрах/ кăкăр тĕлне 8 минута хумалла. Унтан хырăм çине çаврăнса выртмалла та çурăм çине хул калакĕсем тĕлне хумалла. Прцедурăна кашни кун е кун сиктерсе тумалла. Сиплев курсĕ - 10-12 процедура.
Остеохондроз. Кушака çурăм çине хурса 8-15 минут выртмалла. Кашни кун сипленмелле. Курс - 7-18 процедура.
Шăнса пăсăлсан. Кушака ура лапписем çине хурса куллен сипленмелле. Процедура вăхăчĕ - хăвăр е кушак чăтăмлăхĕ çитнĕ таран. Сиплев курсĕ - 3-4 процедура.
Ар туртăмĕ чаксан. Кушака купарчасем çине хурса чăтăмлăх çитнĕ таран выртмалла. Куллен е кун сиктерсе сипленмелле. Курс - 25 процедура.
Депресси. Кушакпа кашни кун 15 минутран кая мар вылямалла.
Комментари хушас