Комментари хушас

5 Нарăс, 2014

Пахча патшине чысласа

ЧР ял хуçалăх министрне Сергей Павлова Красноармейскинче пурăнакансем çĕр улмине халалласа Чăваш Енре палăк лартма сĕннĕ. «Хаяр вăрçă тата ун хыççăнхи çулсенче çак пахча çимĕç чылай çынна вилĕмрен çăлнă», – тенĕ вĕсем. Паллах, министр тÿрех хурав парайман. Ку ыйтăва регионсен хушшинчи «Çĕр улми – 2014» куравра пăхса тухма палăртнă. Вăл кăçал нарăс уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче иртет.

Пирĕн республикăра пĕр-пĕр çимĕç ячĕпе çĕкленĕ палăк çук. Ытти тăрăхра вара пахча çимĕçне, улма-çырлана çапла чыслани чылай. Акă Мускав облаçĕнчи Луховицы хулинче тăварланă хăяра юратаççĕ курăнать. Хула 50 çулхи юбилейне палăртнă чухне ун ячĕпе палăк çĕкленĕ. Асăннă тăрăхăн тĕп тупăшĕ вăл. Симĕс тавара Мускав тата ун çывăхĕнчи хуласен пасарĕсене турттараççĕ.

Хăяра Украинăпа Беларуçра та, Польшăра та, Америкăра та кăмăллаççĕ. Вĕсенче ун ячĕпе палăксем лартнă. Беларуçри Шкловра кашни çулах утă уйăхĕн çурринче хăяр кунне палăртаççĕ. Бронзăран хатĕрленĕ скульптура шăпах çак хулара. Ку çимĕç кунне Суздальре те çулсеренех уявлаççĕ. Унта çитес вăхăтрах палăк лартасси çинчен сăмах пырать.

Купăста – Боснире чи пĕлтерĕшлĕ пахча çимĕç. Ахальтен мар фермерсем ун ячĕпе палăк лартма шут тытнă. Томскри (Раççей) скульптурăра купăста ăшĕнче ларакан арçын ачана сăнланă. Çимĕç диаметрĕ – 82 сантиметр, çÿллĕшĕ – 1,5 метр. Çакнашкалли Удмурт Республикинчи Ижевскра та пур. Англири Дарест хулинчи масар çинче те палăк вырнаçтарнă. Кунта тĕп сăнар купăста мар, кучан. Ку çимĕçе пирвайхи хут Голландирен илсе килнĕ çынна халалланă.

2009 çулхи çурла уйăхĕнче Мускав облаçĕнчи Мячково ялĕнче сухана чысласа палăк уçнă. Постамент çине: «Пирĕн телей – сухан», – тесе çырнă. Авалхи яла 15-мĕш ĕмĕртех лайăх пĕлнĕ. 19-мĕш ĕмĕрте вăл суханпа палăрнă. Кунта пурăнакан Иван Секарев Шипка çывăхĕнчи çапăçуран сухан илсе таврăннă, пахчинче çитĕнтерме тытăннă. Вăл ял халăхне те килĕшнĕ. Каярахпа пурте акса ÿстернĕ ăна. Халĕ ку сорта «мячковский» теççĕ. Çак сухан революцичченех Парижра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери курава хутшăннă. 1957 çулта вара ГДР-ти куравра медале тивĕçнĕ. Виçĕ çул Мускаври ВДНХ-ан стендне пуянлатнă. Иртнĕ ĕмĕрти 70-мĕш çулсенче ял хуçалăхĕнче сухан çитĕнтересси чакнă. Çапах та килти хушма хуçалăхсенче паянхи кунчченех ашкăрать вăл. Радужное ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Светлана Тельнова пуçарăвĕпе 2008 çулта сухана хисеплесе палăк лартнă.

Самар облаçĕнчи Сызрань хулинче вара çулсеренех çурла уйăхĕнче помидор кунне уявлаççĕ. Унран пĕçернĕ апат-çимĕçе тутанаççĕ. Помидортан хатĕрленĕ торт таранах. Пахча çимĕçне чысласа паркра скульптура пур.

Украинăри Каменка-Днепровская хулинче те ун ячĕпе 2009 çулта палăк лартнă. Ăна ăсталама 10 михĕ цемент расхутланă. Томат 600 кг таять. Помидор – ку тăрăхра халăха тăрантаракан çимĕç.

Украинăра арпус фестивалĕ йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Вăл пĕлтĕр вуннăмĕш хут иртнĕ. Куравра 41 кг таякан кавăн та пулнă. Каярахпа, юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Херсон çывăхĕнче рекордсмена чысласа скульптура уçнă. Анчах та «кавăн тĕнчинче» унран пысăкраххи те пулнă. Америкăри Род-Айленд штатĕнчи пĕр фермер 911 кг таяканнине çитĕнтернĕ, Гиннесс рекорчĕсен кĕнекине кĕме тивĕçнĕ. Çакăншăн ăна 5,5 пин доллар панă. Унсăр пуçне фермер 9 пин доллар хушма преми илнĕ. Хăйне чапа кăларнă кавăна чысласа фермер палăк лартма хатĕрленет.

Раççейре чи «çирĕп» арпус – Саратов облаçĕнчи Ровное поселокĕнче. Ăна бронзăран хатĕрленĕ. Ку тавара поселокра пурăнакансем пурте çитĕнтереççĕ, вăл шăрăх çулсенче хуçалăх арканасран пулăшать, самаях тупăш кÿрет. Çавăнпах ĕнтĕ çынсем «симĕс арчари хĕрлĕ тавара» тав тунă.

Арпус палăкĕ Хакасире те пур. Ăна хурçăран шăратса тунă. Монумент 2 метра яхăн, ун ăшне çын та вырнаçать. Çурмалла каснăн сăнланă ăна. Ку тăрăхра çитĕнекен арпус ют çĕр-шыва та саланать.

Çĕр улмине вара пурте килĕштереççĕ. Ăна чысласа Кузбасри Мариинск, Украинăри Ужгород, Польшăри Бесекеж хулисенче, Тюмень облаçĕнчи Упорово ялĕнче палăк лартнă. Новгород облаçĕнчи Ильмень ялĕнче пурăнакан Николай Зарядов та хăйне евĕрлĕ палăк ăсталанă. Икĕ метр çÿллĕш тимĕр пăрăх çине çĕр улми евĕр чул вырнаçтарнă. Унăн никĕсĕ çине «Тавах Колумба, тавах Петĕре, тăванăм, юрăхлă пултăн пире!» – тесе çырнă. Çÿлерех: «Йывăр вăхăтра пире тăрантартăн, малашне те кирлĕ пулăн», – тенине вырнаçтарнă. Чул йĕри-тавра вара «Пахча патшине» тесе палăртнă.

Зарядов каланă тăрăх – çак çимĕçе хальхи ăру хисеплетĕр тесе палăк лартма шутланă: выçлăх çулĕсенче вăл нумай çынна вилĕмрен çăлнă.

Маларах Ильмень ялĕ те çĕр улмипе çеç пурăннă. Халĕ кунти уй-хирсенче те çум курăк ашкăрать, халăх хуланалла тарать. «Малашне çамрăксем çĕр улмине те палламĕç», – пăшăрханать ял çынни.

Монумента пенсионер хăй укçи-тенкипе лартнă. Çĕр улмине куршак тăхăнтартнă. «Ку унăн пуç кăшăлĕ. Вăл – уй-хир патши-çке», – тет Зарядов.

Выçлăх çулĕсенче паранкă пирĕн республикăна та тăрантарнă. Çуркунне хире крахмал суйлама кайнине аслă ăру халĕ те куççульпе аса илет. Çынсем уншăн та калама çук хĕпĕртенĕ. Çавăнпах ватăсем паян кун та çĕр улмине тав тăваççĕ. Унсăр пуçне хальхи вăхăтра чылай хуçалăх çак пахча çимĕçне туса илет. Чăваш Ен çĕр улмийĕ çĕр-шывĕпех саланать. Ахальтен мар Шупашкарта çулсеренех регионсен хушшинчи курав та иртет. Каçал тăрăхĕнче вара «Çĕр улмине тав» агрофирма йĕркеленнĕ. Тен, республикăра ăна чысласа палăк та çĕкленĕ.


Валентина ПЕТРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.