- Чăвашла верси
- Русская версия
ТĔС КĂМĂЛА ПАЛĂРТАТЬ
Америка психологĕсем Д. Глайв тата Э. Клери пилĕк çул тĕпчевсем ирттернĕ, 10 пин çын характерне тĕрĕсленĕ. Вĕсем палăртнă тăрăх - тĕксĕм кăвак куçлă ачасем çутă кăвак куçлисемпе танлаштарсан вăр-вартарах, çивĕчрех, пуçаруллăрах.
Тĕпчевçĕсем çитĕннисен кăмăлне, хăнăхăвĕсене анлăрах пăхса тухнă. Çапах та Д. Глайвпа Э. Клери хăйсен классификацийĕ пур çыншăн та тĕп-тĕрĕс тесе çирĕплетме çук тесе шухăшлаççĕ.
Вĕсен хăш-пĕр пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарар-ха.
Тĕксĕм кăвак куçлисем çине тăракан тата çепĕç кăмăллă çынсем. Вĕсем кăмăл-туйăм хыççăн каяççĕ, хăйсене кÿрентернине нумайччен аса илсе пурăнаççĕ. Хăш чухне юнтараççĕ те. Хăйсем мĕн тунине хăйсем пĕлменни те пулкалать.
Тĕксĕм сăрă куçлисем хăюллă, хăйсем шухăшланине тăвакан çынсем. Хăйсен тĕллевне ниме пăхмасăр пурнăçлаççĕ. Хăш чухне хĕрсе каяççĕ, усала нихăçан та манмаççĕ. Вĕсем кĕвĕç чунлă, ытларах чухне пĕр çынна кăна юратаççĕ.
Тĕксĕм хăмăр куçлă çынсем хаваслă, шÿтлеме юратаççĕ, ним маршăнах хĕрсе каяççĕ, анчах кăмăлĕ хăвăртах уçăлать. Питĕ хăвăрт юратса пăрахаççĕ, анчах юратăвĕ çавăн пекех час сÿнет. Ялан тенĕ пекех çынсемпе хутшăнма кăмăллаççĕ, хăвăрт туслашаççĕ. Хăш чухне шухăшламасăрах татăклă утăмсем тăваççĕ, кайран уншăн хытă кулянаççĕ.
Çутă хăмăр куçлă çынсем вăтанчăк пулаççĕ, пĕчченлĕхе кăмăллаççĕ, хăйсене кÿрентернине питĕ йывăррăн чăтса ирттереççĕ. Питĕ ĕçчен, тăрăшуллă, вĕсене шанма пулать, сăмаха яланах тытаççĕ.
Кăвак куçлă çынсем романтик чунлă. Çав вăхăтрах вĕсем хăйсене кăна юратаççĕ, хăйсене пысăка хураççĕ. Кăмăл-туйăм ыйтни хыççăн каяççĕ, хăвăрт сивĕнеççĕ. Кăвак куçлисем тĕрĕслĕхе юратнине та палăртмалла.
Симĕс куçлă тата сăрă симĕс куçлă çынсем питĕ çирĕп кăмăллă, мĕн палăртнине йывăрлăхсене пăхмасăр пурнăçлаççĕ, хăйсен шухăшне нихăçан та улăштармаççĕ. Хаярлăх та, çынпа пĕр чĕлхе тупайманни те тĕл пулкалать.
Комментари хушас