пăтăрмахсем

18 Çурла, 2017

Нарьян-Мартан килсе пуçтахланнă

Ÿсĕр çыншăн тинĕс чĕркуççи таран тенĕ ваттисем. Ненец автономи округĕнчи Нарьян-Мар хулинче пурăнакан 65 çулти хĕрĕнкĕ арçыншăн та ик айкки те тăваккин туйăннă-тăр.

10 Çурла, 2017

Интернетри материалшăн

РФ СКн Çĕрпÿри районсен хушшинчи следстви уйрăмĕ Красноармейски районĕнчи Яманак ялĕнчи 41 çулти арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Следстви версийĕ тăрăх, 2016 çулхи раштав уйăхĕнче çакскер килĕ¬нчи компьютерĕпе усă курса Интернетри соцсетьри аккаунтĕнче халăхсене хирĕçме хĕтĕртекен, экстремизмпа çыхăннă материал вырнаçтарнă. Саккуна пăснă çак тĕслĕхе ЧР ШĔМĕн сотрудникĕсем асăрханă. Уголовлă ĕçе малалла тĕпчеççĕ.

 

9 Çурла, 2017

Тăван мар ывăлне хĕненĕ

Етĕрне районĕнче пурăнакан арçын тăван мар ывăлне темшĕн курайман. Çул çитмен ачана сăлтавсăрах хĕненĕ, ятланă. Пăявпа çапнă май пăвса вĕлерессипе хăратнă.

Курайманлăхне çынсем умĕнче те пытарайман. Намăса мансах ун çине алă çĕкленĕ. Тĕпчев палăртнă тăрăх, вăл çур çул ытла ачана нушалантарнă. Путсĕр çынна тытса чарсан айăпне пытарман. Суд ăна 3,1 çуллăха условлă майпа ирĕкрен хăтарнă.

Хăйĕн тĕпренчĕкне асаплантарнă вăхăтра амăшĕ ăçта пулнă-ши?

 

3 Çурла, 2017

Икĕ çын шывра путнă

Кăçалхи утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Тури Панкли ялĕнче пурăнакан 29 çулти арçын юлташĕсемпе пĕве хĕрринче каннă. Хайхискер шыва кĕнĕ чухне варринелле ишсе кайнă. Кăштахран вăл юлташĕсен куçĕ умĕнчен çухалнă. Вĕсем ăна шыранă, анчах тупайман. Унăн виллине шывран тепĕр кунхине кăларнă. Малтанлăха пĕлтернĕ тăрăх, ÿсĕр арçын шывпа чыхăнса вилнĕ.

2 Çурла, 2017

Шупашкар арçынни юлташĕн амăшне пусмăрлама тăнă

Шупашкарта пурăнакан хĕрĕхри арçын Сĕнтĕрвăрри районĕнчи тусĕн амăшне пусмăрлама тăнă. 75 çулти карчăк парăнмантан ăна хĕнесе пĕтернĕ. Сурана пула ватă куçне хупнă.

Pages