Комментари хушас

2 Çурла, 2017

Шупашкар арçынни юлташĕн амăшне пусмăрлама тăнă

Шупашкарта пурăнакан хĕрĕхри арçын Сĕнтĕрвăрри районĕнчи тусĕн амăшне пусмăрлама тăнă. 75 çулти карчăк парăнмантан ăна хĕнесе пĕтернĕ. Сурана пула ватă куçне хупнă.

Хĕрĕхри вăйпитти кăçалхи ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи юлташĕ патĕнче хăналаннă. Хĕрачана пусмăрланăшăн тата вĕлернĕшĕн 14 çул тĕрмере ларнă, унтан тухсан вăрă ĕçĕпе çакланнă арçын йĕплĕ пăралук леш енчен пăтăрмахчен икĕ кун маларах тухнă. Ирĕкре вăл тус патне çул тытнă. Юлташĕ çывăрса кайсан унăн амăшĕ патне çулăхма пуçланă.

Пуçтаха суд 12 çуллăха çирĕп режимлă колоние ăсатма йышăннă.

Рубрика: