Нарьян-Мартан килсе пуçтахланнă

Ÿсĕр çыншăн тинĕс чĕркуççи таран тенĕ ваттисем. Ненец автономи округĕнчи Нарьян-Мар хулинче пурăнакан 65 çулти хĕрĕнкĕ арçыншăн та ик айкки те тăваккин туйăннă-тăр.

Кăçалхи çĕртме уйăхĕнче вăл Аслӑ Асхва Пикшик ялĕнчи Акатуйра савăннă. Анчах тем пайлайман-çке – йĕрке хуралçипе çапăçма тытăннă: аллипе çапнă, урипе тапнă.

Пуçтаха, Чăваш Ен прокуратури пĕлтернĕ тăрăх, Канаш район сучĕ халĕ явап тыттарнă. Влаç представительне хирĕç вăйпа усă курнă тесе ăна уголовлă статьяпа айăпласа 25 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме йышăннă.

Вера ТИТОВА.

Комментари хушас