Кăмпана кайсан çухалнă

14 Çурла, 2020

Çурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Атăл леш енчи вăрманта, Астраханка кÿлли патĕнче, ҫынсем çĕтсе кайнӑ. Вӗсем ҫӑлавҫӑсенчен пулăшу ыйтнă.

Кăмпана икӗ хӗрарӑм тата пӗр арҫын кайнӑ. Вăрманта çÿренĕ май вĕсем аташса кайнă. Çăлавçăсем вырăна çитнĕ çĕре вĕсем çул шыраса тупнă, вĕсем машина кăшкăртнă сасă енне утнă.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА хатĕрленĕ. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас