палăксем
Парка десантниксене халалланă
Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеçсем çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче сывлăш-десант çарĕнче пулнисен ячĕпе парк уçĕç, стела вырнаçтарĕç.
Çак ĕçе Кивĕ Эйпеç ял тăрăхĕн депутачĕн, пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн уйрăмĕн заведующийĕн Родион Казанцевăн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Паянхи кун тĕлне кунта тимĕртен шăратса тунă картана, каçхи хунарсене вырнаçтарнă, тротуар плиткине сарнă. Вăл 20 тăваткал метр йышăнать. Ырă пуçарăва пурнăçа кĕртес тĕллевпе десантниксем субботник те йĕркеленĕ.
Йĕрке хуралçисене асăнса Çĕнĕ Шупашкарта палăк уçĕç
РФ Шалти ĕçсен министерствин Çĕнĕ Шупашкарти пайĕн çурчĕ çине полицейскисене хисеплесе стела вырнаçтарĕç.