Йĕпреç районĕнче учителе халалласа палăк уçнă

Йĕпреçри 1-мĕш вăтам шкул умĕнче паян учителе халалласа палă уçнă. Чăвашра халиччен ун пекки пулман-ха.

Палăка уçнă ятпа йĕркеленĕ митинга Чăваш Республикин Конкурентлă политика тата тариф енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Марина Кадилова, райадминистраци пуçлăхĕ Сергей Горбунов хутшăннă. Вĕсене тата шкула 1963 çулта вĕренсе пĕтернĕ Геннадий Козлова палăка официаллă майпа уçма шаннă. 

Палăк уçас шухăша йĕпреçсем икĕ çул каялла тытнă. Асăннă шкула пĕтернисем сĕннипе йĕркелÿ комитечĕ туса хунă, укçа пухма тытăннă. Палăк сăнарĕ - çамрăк учительпе вĕренме васкакан хĕрача.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА.

Комментари хушас