Парка десантниксене халалланă

Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеçсем çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче сывлăш-десант çарĕнче пулнисен ячĕпе парк уçĕç, стела вырнаçтарĕç.

Çак ĕçе Кивĕ Эйпеç ял тăрăхĕн депутачĕн, пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн уйрăмĕн заведующийĕн Родион Казанцевăн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Паянхи кун тĕлне кунта тимĕртен шăратса тунă картана, каçхи хунарсене вырнаçтарнă, тротуар плиткине сарнă. Вăл 20 тăваткал метр йышăнать. Ырă пуçарăва пурнăçа кĕртес тĕллевпе десантниксем субботник те йĕркеленĕ.

Кивĕ Эйпеç ял тăрăхĕнче сывлăш-десант çарĕнче 33 çын пулнă. Чи малтанхисен йышĕнче — 1915 çулта çуралнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çар десанчĕн гварди дивизийĕнче хĕсметре тăнă Макар Алимасов /вилнĕ хыççăн I степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе наградăланă/ тата 1930 çулхи Иван Малышев. Орест Казанцев вара çар тивĕçне Афганистанра пурнăçланă, Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тата «Паттăрлăхшăн» медале тивĕçнĕ. Сăмах май, асăннă ял тăрăхĕнче çитес вăхăтра тата 4 парк уçма палăртнă. Вĕсене моряксен, артиллеристсен, Шалти ĕçсен министерствин ĕçченĕсен тата шалти хирĕç тăрусене хутшăннисен ячĕпе çыхăнтарĕç.

Роза ВЛАСОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.