пахчаçимĕç

16 Çĕртме, 2016

Йÿçĕ хăяр та усăллă

Тепĕр чухне хăяр йÿçĕ пулать. Çакăн сăлтавĕ тĕрлĕрен. Ун çинчен хаçатра пĕрре çеç мар çырнă. Хăяра тĕрĕс пăхмалла: яланах шăвармалла, çеçкине тирпейлемелле, тăприне кăпкалатмалла, тĕвĕленнĕ хыççăн 12 кунран ытлашши тытмалла мар çеçкере. Ватăлнăçемĕн йÿçеклĕх вăйланма пултарать. Вĕри хĕвел чухне çиелтен лутрасил карса сулхăнлатмалла.

Йÿçĕ хăярта кукурбитацин текен вещество пур. Шăпах çавă йÿçĕ те. Çакнашкал хăяра салат туса çиме аванах мар. Анчах та çимĕçе пăшăхласассăн кукурбитацин арканать. Тăварлама, маринадлама, консервлама юрать, вĕсен тути ыттисенчен кая мар пулĕ.

11 Нарăс, 2016

Сельдерей акар-и?

Сельдерей - хăйнеевĕрлĕ тутăллă, шăршăллă, этем организмĕшĕн усăллă пахчаçимĕç. Унăн виçĕ тĕсне палăртмалла: тымар çимĕç, ешĕл çимĕç тата сĕтеклĕ туна.

Сельдерее пулса çитмешкĕн вăхăт нумай кирлĕ. Çавна май унăн тымарне çулла пысăкрах çитĕнтерес тесен ăна пахчана калчаран çитĕнтерсе лартмалла. Вăрлăха нарăс уйăхĕнчех акни лайăх тухăç илме май парать. Шултра, лайăх тымар çимĕç хĕлĕпех выртать, усăллă витаминсем те лайăх упранаççĕ.

Pages