Йÿçĕ хăяр та усăллă

Тепĕр чухне хăяр йÿçĕ пулать. Çакăн сăлтавĕ тĕрлĕрен. Ун çинчен хаçатра пĕрре çеç мар çырнă. Хăяра тĕрĕс пăхмалла: яланах шăвармалла, çеçкине тирпейлемелле, тăприне кăпкалатмалла, тĕвĕленнĕ хыççăн 12 кунран ытлашши тытмалла мар çеçкере. Ватăлнăçемĕн йÿçеклĕх вăйланма пултарать. Вĕри хĕвел чухне çиелтен лутрасил карса сулхăнлатмалла.

Йÿçĕ хăярта кукурбитацин текен вещество пур. Шăпах çавă йÿçĕ те. Çакнашкал хăяра салат туса çиме аванах мар. Анчах та çимĕçе пăшăхласассăн кукурбитацин арканать. Тăварлама, маринадлама, консервлама юрать, вĕсен тути ыттисенчен кая мар пулĕ.

Юлашки çулсенче ученăйсем йÿçĕ хăярăн усăллă енне тупса палăртнă. Кукурбитацин усал шыçă клеткисене путлантарать иккен. Йÿçĕ хупăпа питри пÿрленчĕксене сăтăрмалла. Профилактика енĕпе виçĕ-тăватă йÿçĕ хăяр çимелле. Вăл чĕрешĕн, пыршăлăхшăн, хырăм ай парĕшĕн, пĕвершĕн усăллă. Китайра ятарласа йÿçĕ хăяр çитĕнтереççĕ, унран эмел хатĕрлеççĕ.

Йÿçĕ хăярăн хуппине типĕтмелле те тĕттĕм çĕрте упрамалла. Ăна вĕтетсе ÿт пиçсе кайсан, пÿрлешкесене /угри/ сиплеме усă курмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.