Пахчаçимĕç нумай. Туянма кăна ĕлкĕр

25 Авăн, 2015

Кăçал июльпе август уйăхĕсем шăрăх тăманран тата нÿрĕк çителĕклĕ ÿкнĕрен çĕрулмипе пахчаçимĕç тухăçлă çитĕнчĕç.

 Ялхуçалăх предприятийĕсем, хресчен-фермер тата уйрăм çын хуçалăхĕсем вĕсене кăларса пухас ĕçе вĕçлесе пыраççĕ. Вăрлăх валли те, хĕлле сутмаллине те нÿхреп-путвала тултараççĕ, туянас текенсене хăшĕ-пĕри хиртенех парса ярать, теприсем пасара çул тытаççĕ. Хула халăхĕ тулăх хĕл каçмалăх вăхăтра тата хăйне тивĕçтерекен хакпа туянма пултартăр тесе кăçал августăн 22-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 18-мĕшĕччен Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Улатăрти, Çĕмĕрлери, Канашри, Сĕнтĕрвăрринчи, Етĕрнери ялхуçалăх пасарĕсенче "Кĕр парни-2015" ярмăркка йĕркеленĕ. Хальлĕхе 800 ытла тонна пахчаçимĕç сутнă.

Хаксемпе тата суту-илÿ епле пынипе паллашма ĕнер Çĕнĕ Шупашкарти, Шупашкарти тĕп тата Николаев урамĕнчи ялхуçалăх пасарĕсене çитсе куртăмăр. Пур çĕрте те кану кунĕсенче туянакан ытларах, эрне варринче сахалрах пулнине çирĕплетрĕç. Йыш епле пуласси вăхăтран та килет. Ĕç хыççăн ытларах пыраççĕ.

Çĕнĕ Шупашкарти пасарта Муркаш районĕнчи Анаткасран çитнĕ Олег Ивановичпа Татьяна Георгиевна Васильевсене çынсем сырсах илнĕ. Ĕçчен мăшăр хăйсенне тата ял халăхĕнне тĕрлĕ çимĕçе машинăпа кÿрсе килнĕ. Вĕсене Дмитрий ятлă çамрăк тулли сеткăсене пушатма, вырăнтан-вырăна куçарма пулăшать. Васильевсем кашни килограмм çĕрулмине - 9-10, кишĕре - 20, хĕрлĕ кăшмана - 16, сухана 18-20 тенкĕлле сутаççĕ. Çимĕçе пысăк шăтăклă сеткăсене тултарнăран унăн пахалăхĕ тата вăл мĕн пысăкăш пулни лайăх курăнать.

- Кăçал çĕрулми шултра çитĕнчĕ, вĕтти çукпа пĕрех, - тет Татьяна Георгиевна. - Халăх ытларах шурă хупăллине кăмăллать. 7-8 сетка таранах туянакансене кăштах чакарса сутатпăр.

Йĕпреç тăрăхĕнчен килнĕ Елена Иванова çĕрулми тутине пĕлме çынсене 2-3 штук ахалех парса ярать. Хĕрлĕ хупăллине илсе пынă вăл.

- Килте пĕçерсе çисе пăхаççĕ те кайран килсе хаваспах туянаççĕ. Пĕрисен çемйи пысăк пулас. 17 сетка таранах илсе кайрĕ. Кашнине вăтамран 32-35 килогрампа шутласан çур тонна ытла пулать, - терĕ Елена Иванова.

Çĕнĕ Шупашкара ытларах Муркаш, Красноармейски, Вăрмар, Патăрьел районĕсенчен, Мари Республикинчен килеççĕ.

Шупашкарти ялхуçалăх тĕп пасарĕнче хаксем кăшт пĕчĕкрех. Кунта усламçăсене тĕл пултăмăр. Вĕсем çывăхри районсенчен курттăмăн туянса килеççĕ. Красноармейски тăрăхĕнчен кÿрсе килнĕ çĕрулмин пĕр килограмĕ 8 тенкĕ çеç. Кунта хĕрлĕ кăшманпа купăстана - 10, кишĕре 15 тенкĕлле туянма пулать.

- Пирĕн пасара пĕлмен çын çук. Сутуçăсене эпир пурне те вырăнпа тивĕçтеретпĕр. Пасар хÿми çумĕнче темиçе кĕленче сĕт, 2-3 кг тăпăрчпа е услам çу сутакансене те хамăр территорие кĕме чĕнетпĕр, - тет тĕп пасар гендиректорĕн заместителĕ Алексей Александрович Бочкарев. - Вĕсене вырăншăн - 30, ыттисене 250-шар тенкĕ тÿлеттеретпĕр.

Николаев урамĕнчи пасарта Патăрьел районĕнчи Тури Туçари Петр Егорова тĕл пултăмăр. Вăл тиесе килет, иккĕмĕш сыпăкри шăллĕ Андрей Виноградов - сутать. Кунта хаксем тата та пĕчĕкрех. Çĕрулмие - 8, хĕрлĕ кăшмана - 9, суханпа кишĕре - 14, купăстана 9 тенкĕлле туянма май килет. Вăхăт кăнтăрлаччĕ те - çынсем çукпа пĕрехчĕ.

- Каç еннелле, 4-5 сехет çиттĕр-ха, туянакансем ĕç хыççăн ăмăртмалла тенĕ пекех килме тытăнаççĕ. Сеткăсене тараса çине хума çеç ĕлкĕр, - тет Петр Геннадьевич. - Кану кунĕсенче вара халăх тата та йышлă.

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Лариса НИКИТИНА сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.