Пахча çимĕç

13 Чÿк, 2014

ТĔЛĔНМЕЛЛЕ КАВĂН ПЫЛĔ

Кавăн пылĕ пĕвере, пыршăлăха сиплеме пулăшакан питĕ паха бальзам шутланать.

Вăл çемçетекен витĕмпе палăрса тăрать, çавна май унпа вар хытсан ăнăçлă усă кураççĕ. Çавăн пекех хулăн пыршă шыçнипе аптракан çынсене çăмăллăх кÿрет, апат ирĕлессине лайăхлатать. Ăна мĕнле хатĕрлеççĕ-ха?

Кавăн тăррине хупăлча евĕр касса илмелле, вăррипе чĕлкемĕсене кăлармалла та шала сахăр хĕрринченех тултармалла. Касса илнĕ тăррипе хупласа тарăн чашăка лартмалла. Сахăрĕ ирĕличчен, хуппи çемçеличчен тытмалла. Унтан шалти пыла банкăна ярса сивĕтмĕше лартмалла.

26 Авăн, 2014

Хăяр ăнмарĕ

Кăçал хăяр хытах чирлерĕ. Çикелемелĕх кăна пулчĕ. Хăяр лаптăкне халĕ мĕнпе им-çамласа хăвармалла-ши?

Марина Иванова. Çĕрпÿ.

Хăяр авăрне тымарĕ-мĕнĕпе çунтарса ямалла, унăн кĕлĕпе вара çĕр чавнă чухне удобрени вырăнне усă курмалла. Çĕрĕн çиелти сийне (10-20 см) илсе сад пахчине сапламалла е урăх вырăна хурса тислĕкпе хутăштармалла. Виçĕ-тăватă çултан хайхинчен чаплă çĕрĕк тăпри пулĕ. Тăпра хырса илнĕ вырăна вара компост е çĕрĕк тăпри хывмалла.

18 Авăн, 2014

ХАМĂР ТĂРĂХРИ ПАХАРАХ

Кĕркунне хамăр тăрăхра ÿстернĕ пахча çимĕçе тăраниччен çиме тăрăшмалла. Вĕсем йăран çинчех пулса çитеççĕ, çавăнпа чикĕ леш енчен илсе килнисенчен витаминсемпе тата минерал япалисемпе чылай пуянрах.

Пылак пăрăç

Pages