Комментари хушас

18 Авăн, 2014

ХАМĂР ТĂРĂХРИ ПАХАРАХ

Кĕркунне хамăр тăрăхра ÿстернĕ пахча çимĕçе тăраниччен çиме тăрăшмалла. Вĕсем йăран çинчех пулса çитеççĕ, çавăнпа чикĕ леш енчен илсе килнисенчен витаминсемпе тата минерал япалисемпе чылай пуянрах.

Пылак пăрăç

Вăл С витамин виçипе рекордсмен - 100 грамм пăрăçра çак витаминăн /аскорбинка/ талăкри норми пур. Пылак пăрăç çавăн пекех А витаминпа тата каротинпа пуян, çавна май ÿтпе куçшăн питĕ усăллă. Хĕрлĕ тĕслĕ пăрăçра А витамин пуринчен те нумайрах. Пĕр çимĕçре А тата С витаминсем шайлашса тăни антиоксидант витĕмĕ кÿрет, организма онкологи чирĕсенчен хÿтĕленме, çамрăклăха упрама пулăшать.

Шута илме: аллерги чирĕсене туртăм пур тата вар-хырăм чирĕсемпе аптракан çынсен пăлхар пăрăçĕпе асăрхануллă пулмалла.

Томат

Сĕтеклĕ хĕрлĕ помидорта А, С, К витаминсем тата В ушкăнри витаминсен пысăк мар виçи, кали, пăхăр, хром, магни минералсем пур. Томат тата чи хăватлă антиоксидантсенчен пĕри - ликопин - пуррипе те паха. Ликопин ирĕклĕ радикалсене сиенсĕрлетсе шыçăран хÿтĕлет, чĕрепе юн тымарĕсен тытăмне çирĕплетет.

Сăмах май, ликопин пĕçернĕ, тĕслĕхрен, пăшăхланă помидорта, пуринчен те ытларах.

Кавăн

Хĕрлĕ тата сарă-хĕрлĕ ытти чылай çимĕç пекех кавăн - бета-каротин, А провитамин /ÿте, çÿçе, чĕрнене, куçа кирлĕ/, пăхăр, кали, кобальт, С, РР, В ушкăнри витаминсен çăл куçĕ. В ушкăнри витаминсем ылмашăну ĕçне, нерв тытăмĕпе пуç мимин ĕçне йĕркелеме кирлĕ. Кавăн хулăн хуппине пула пахалăхне чылайччен упрать.

Шута илме: апат ирĕлтерекен тытăм чирĕсем тата сахăр диабечĕ пулсан рационра кавăн виçине чакармалла.

Пĕтĕмлетÿ

Кĕрхи мĕн пур пахча çимĕçе пĕрлештерсе тăракан пахалăхсем пирки темиçе сăмах.

о Калори сахал. Час-часах вăл 100 грамм çимĕçре 30 килокалорирен иртмест. Çавна май пахча çимĕç çăмăл апат шутланать, нумай çисен те самăрлатмасть.

о Апат чĕлкемĕсем питĕ нумай. Вĕсем апат ирĕлтерекен тытăм ĕçне лайăхлатаççĕ, апат ирĕлтерме, йĕркеллĕ тула кайма пулăшаççĕ, пыршăлăхăн усăллă микрофлоришĕн апат пулса тăраççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.