ХУРМА ВИТĔМЛĔ
Хурма вăхăтĕнче унăн сиплĕ енĕсемпе туллин усă курма тăрăшмалла. Çимĕçре натри, кали, магни, тимĕр нумай. Вăл атеросклерозпа кĕрешнĕ чухне панулмирен те усăллăрах.
- Ÿт тăртансан çулçин çăнăхĕ пулăшать. Çулçине çумалла, типĕтмелле, килĕре тÿмелле. Çак çăнăха кунне 2 хут апат хыççăн чĕрĕкшер чей кашăкĕ çимелле.
- Чĕрепе юн тымарĕсем сывă пулччăр тесен сезон вăхăтĕнче кашни кун 100-шер грамм хурма çимелле.
- Варвиттирен сипленме вăтам ултă хурмана вакламалла, тин вĕренĕ 3 стакан шыва ямалла, савăта хупăлчапа витсе 20 минут лартмалла, сăрăхтармалла. Кашни 4 сехетре 500-шер миллилитр ĕçмелле.
Çак рецепт та витĕмлĕ. Пысăк мар 10 хурмана вакласа 1 литр шыва ямалла, савăта хупăлчапа витсе çур сехет вĕретмелле, сăрăхтармалла. Кашни 4 сехетре кăштахшарăн ĕçмелле.
- Шăл туни юнăхсан, гипертони аптратсан хурма çулçин порошокне кунне 2 хут чĕрĕкшер чей кашăкĕ çăтмалла.