Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен вăхăтĕнче орбщество хăрушсăрлăхне тивĕçтересси, Раççей Президенчĕн суйлавне хатĕрленнĕ, ирттернĕ тапхăрта халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче терактсем пуласран сыхланасси, влаç органĕсен хăрушлăха сирсе ярассипе çыхăннă хатĕрлĕхне çирĕплетесси — çак тата ытти ыйтăва иртнĕ эрнекун Чăваш Республикин Терроризмпа кĕрешекен комиссийĕн тата Оперативлă штабĕн пĕрлехи ларăвĕнче сÿтсе яврĕç.
Ватă çын – тăватă çын. Çапла каланă пирĕн ватăсем. Вĕсен сĕнĕвĕсем, вĕрентсе каланă сăмахĕсем çамрăксемшĕн ылтăнпа тан пулнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕ — канашламалли орган. Унăн йышĕнче — патшалăх, общество ĕçĕнче, экономика, ăслăлăх, сывлăх сыхлавĕ, культура, вĕрентÿ тытăмĕнче уйрăмах палăрнă ветерансем: Ольга Денисова, Лев Кураков, Петр Ивантаев, Иван Долгушин, Михаил Киселев, Николай Панкратов, Валерий Сапожников, Валентина Теллина, ыттисем, пурĕ 18 çын. Паян Правительство çуртĕнче асăннă канашăн анлă ларăвĕ иртрĕ.
Эпир пурте ача пулнă. Хăшĕн асĕнче чи çутă, телейлĕ самантсемпе сăнсем упранса юлнă, теприсен — чуна ыраттаракан пулăмсем… Наци стратегийĕ – кашни ачан правипе интересне хÿтĕлесси, ачалăхпа çыхăннă чи çивĕч ыйтусене татса пама пулăшасси. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ачасем ячĕпе 2012-2017 çулсенче пурнăçлакан ĕçсен Наци стратегийĕн координаци канашĕ те çак тĕллевех тытса пырать.
Вĕрентĕве аталантарасси, çулсем тăвасси, çурт-йĕр строительстви — çак тата ытти ыйтупа çыхăннă пысăк пĕлтерĕшлĕ программăсене мĕнле пурнăçланине ĕнер ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕ тата приоритетлă проектсем енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕнче тишкерчĕç.