Комментари хушас

27 Раштав, 2017

«Пуçаруллă бюджет» калаçтарчĕ

Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвĕнче «Пуçаруллă бюджет» теми кĕтмен çĕртен самай калаçтарчĕ темелле.

Граждансен вырăнсенчи пуçарăвĕсемпе никĕсленекен проектсене пурнăçлама бюджетра çитес çул валли кăçалхинчен пысăкрах укçа пăхса хăварнă — 94 миллион тенкĕ. Анчах, ларăва ертсе пынă Правительство пуçлăхĕ Иван Моторин премьер палăртнă тăрăх, тĕп хула администрацийĕ Финанс министерствинчен Шупашкар валли уйăракан тÿпене пысăклатма ыйтать иккен. Çийĕнчен çак укçапа усă курмалли тĕллевсене те анлăлатасшăн. Алексей Ладыков сити-менеджер ыйтăва хулан тĕп урамĕсенчи нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсен балконĕсем, фасачĕсем юхăннипе сăлтавларĕ — çак ĕçсене пурнăçламашкăн хваттерсен хуçисем тăкаксен 25% хăйсем çине илме хатĕр.

Финанс министрĕ Капиталлă юсав фондĕнче миллиард тенкĕ таран ахалех выртнине аса илтерчĕ — халăхран пухакан укçапа усă курса ĕлкĕреймеççĕ, фасад-балкон валли шăпах çав укçана яма пулать. Светлана Александровна шучĕпе, нумай хваттерлĕ çуртсем валли икĕ çăл куçран укçа уйăрни вырăнсăр. «Пуçаруллă бюджет» укçине вара хăш-пĕр регионта хуласене вуçех памаççĕ — пĕтĕмпех ялсене пулăшма каять. Ульяновскра, калăпăр, шăпах çак çула суйласа илнĕ. Иван Моторин енсене итлерĕ, тĕп хула администрацийĕн позицине тишкермеллине палăртнипе пĕрлех Чĕмпĕрсен опычĕпе те тĕплĕнрех паллашма сĕнчĕ — ун чух татăклă йышăну тума май пулĕ. Кирек мĕнле пулсан та, Юрий Васильев палăртнă тăрăх, «граждансен пуçарăвĕсене пурнăçлама пулăшасси — пирĕн йышăнусен тĕллевĕ çакă пулмалла».