Терроризмпа кĕрешекен комиссин тата Оперативлă штабăн пĕрлехи ларăвĕ: тăнăçлăх пур, пулĕ те

22 Раштав, 2017

Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен вăхăтĕнче орбщество хăрушсăрлăхне тивĕçтересси, Раççей Президенчĕн суйлавне хатĕрленнĕ, ирттернĕ тапхăрта халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче терактсем пуласран сыхланасси, влаç органĕсен хăрушлăха сирсе ярассипе çыхăннă хатĕрлĕхне çирĕплетесси — çак тата ытти ыйтăва иртнĕ эрнекун Чăваш Республикин Терроризмпа кĕрешекен комиссийĕн тата Оперативлă штабĕн пĕрлехи ларăвĕнче сÿтсе яврĕç.

Кун йĕркинчи ыйтусене тишкерме пуçличчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăмăллă миссие пурнăçларĕ. Муниципалитетсен территорийĕсенче терроризмран сыхланас тĕллевлĕ профилактика енĕпе тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Вăрмар райадминистрацийĕн граждан оборони, чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен секторĕн заведующине Юрий Ефимова тата Улатăр райадминистрацийĕн ятарлă программăсен секторĕн тĕп специалист-экспертне Евгения Аблизинăна ЧР Пуçлăхĕн Тавĕпе наградăланă. Михаил Васильевич вĕсене Тав хутне панă тата алла çыхмалли сехет парнеленĕ май сыхлăха çирĕплетес енĕпе малашне тăрăшуллă ĕçлеме сунчĕ.

Сыхлăх вара паян ытлашши пулма пултараймасть. Михаил Игнатьев пухăннисене «эсир мĕн тата мĕнле тумаллине лайăх пĕлетĕр» терĕ пулин те тимлĕхе çирĕплетмелли пирки пусăм тусах каларĕ. Уяв кунĕсенче асăрханулăх пушшех кирлĕ, мĕншĕн тесен статистика çак тапхăрта çулленех пушарсем, ытти инкек нумайланнине кăтартать. Темиçе çул каялла пăрлă çумăра пула республикăри потребительсен çурри электричество çутисĕр юлнине аса илтернĕ май регион ертÿçи ку енĕпе те сыхă пулмалли пирки асăрхаттарчĕ: «Шывпа, газпа, электричествăпа, ăшăпа тивĕçтеркен обьектсен хÿтлĕхне тепĕр хут тĕрĕслемелле — республикăра пурăнакансем ку енĕпе пĕтĕмпех шанчăклă пулнине туйса-пĕлсе тăччăр. Потребительсен энегоресурссемшĕн капланнă парăмĕсене татасси пирки те манмалла мар. Тунтикун Мускавра пулатăп — «Газпромра» шăпах пирĕн газшăн тÿлемелли парăмсем мĕншĕн ÿссе пынине ăнлантарма тивет…»

Транспортăн чăрмавсăр çÿревне тивĕçтересси те — хĕл кунĕсенчи пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевсенчен пĕри. Анчах тепĕр чух инкеке çанталăк мар, çынсен çăмăлттайлăхĕ сăлтавлать: «Кĕтмен çĕртен ирттерекен тĕрĕслевсем хăш-пĕр çĕрте яваплăха туйманнине кăтартаççĕ — хурал çывăрать!» Çавăнпа Михаил Васильевич пуçлăхсене вĕсен яваплăхне кĕрекен  объектсене тухса çÿреме, ĕç-пуçа хăйсен куçĕпе курса хаклама сĕнчĕ.

 

 

Теги: 

Комментари хушас