Миллиардсем — аталану программисем валли

Вĕрентĕве аталантарасси, çулсем тăвасси, çурт-йĕр строительстви — çак тата ытти ыйтупа çыхăннă пысăк пĕлтерĕшлĕ программăсене мĕнле пурнăçланине ĕнер ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕ тата приоритетлă проектсем енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕнче тишкерчĕç.

Лириксем кăна мар, физиксем те кирлĕ

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх — Чăваш Ен хăйĕн бюджечĕн кашни виççĕмĕш тенкине вĕрентÿ сферине хывать. Пĕлтĕр ачасен хушма вĕрентĕвне аталантармалли приоритетлă программăна йышăннă. Вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Кудряшов çак программа валли республика тата федераци бюджечĕсенчен çитес çул 1,6 миллион тенкĕ уйăрассине çирĕплетрĕ.

Паян республикăра ачасен хушма вĕрентĕвĕн 105 организацийĕ ĕçлет, тĕрлĕ кружока, çавнашкал занятисене 100 пин ытла ача çÿрет. Сергей Кудряшов хушма вĕрентÿре ĕçлекенсен шалăвĕ пĕчĕккине пытармарĕ. Анчах ку енĕпе те улшăнусем пулмалла: вĕсен ĕç укçине те педагогсен шалăвĕн республикăри вăтам виçипе /21 пин тенкĕ/ кăçалах шайлаштарасшăн.

Хуçисем пăшăрханмаççĕ...

Шупашкар агломерацийĕн /унта тăватă муниципалитет кĕни пирки эпир çырнăччĕ/ транспорт инфратытăмне аталантармалли "Хăрушлăхсăр тата паха çулсем" программăна мĕнле пурнăçланипе транспорт министрĕ Владимир Иванов паллаштарчĕ. Вăл — темиçе çуллăх. Кăçал çулсене кăна 94 километр юсамалла. Пĕтĕмпе — 119 объект. Уйăрнă укçа виçи те пысăк — 1250 миллион тенкĕ. Пĕр çурри — федераци укçи, тепри — хамăрăн. Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне Шупашкарта палăртнă ĕçсен 62% пурнăçланă. Çĕнĕ Шупашкарта — 71, Шупашкар районĕнче — 83%. Муркаш районĕнче вара — 25% кăна.

"Мĕншĕн сахал?" — тÿрех ыйту çуралчĕ ЧР Пуçлăхĕн. Сăлтавĕ — унта 7 километр çул тăвассипе çыхăннă ĕçсене пурнăçлайманни. Подрядчикĕ — "Партнер-Холдинг" компани. Михаил Игнатьев çак компание тÿрĕ кăмăллă мар подрядчиксен реестрне кĕртме сĕнчĕ.

Çĕнĕ Шупашкарти Совет урамĕнчи çул тĕлĕшпе те ыйтусем пур. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Ольга Чепрасова подрядчикпа куллен курнăçнине çирĕплетрĕ, вăл объектри ĕçсене пурнăçлатпăрах тесе шантарать-мĕн.

Ипотека тата тăваткал метрсен хакĕ

Темиçе программа паспорчĕсене улшăнусем кĕртме сĕннине кура ипотекăпа çыхăнни тавра самай вирлĕ калаçу пулчĕ. Строительство министрне те, Улатăр хулипе Сĕнтĕрвăрри районĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсене те сăмах тиврĕ. Министра — "ытла асăрхануллă" пулнăшăн. Владимир Михайлов ипотека кăшт вăй илни пирки каланă май çак ÿсĕм тĕлĕшпе шанчăк пысăккине çирĕплетмерĕ — Михаил Игнатьев ăна çавăншăн ÿпкелерĕ.

Улатăр пуçлăхне çурт-йĕр строительствинчи ĕç-пуçа ытла та тĕксĕм тĕссемпе сăрланăшăн тиркерĕ. Сĕнтĕрвăрри райадминистрацийĕн пуçлăхĕ вара Сĕнтĕрвăрри хулинче миçе çынна хваттер кирлине калаймарĕ. Вăл регион ертÿçин "эсир пуçлăх мар-им?" ыйтăвне "хула пуçлăхĕ — Надежда Гладкова" тесе хуравласан зала пухăннисем кулсах ячĕç. "Эсир ку ыйтусем çине вуçех алă сулнă!" — пĕтĕмлетрĕ Михаил Игнатьев.

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков Шупашкарта ипотека самай пысăк хăвăртлăхпа ÿссе пынине çирĕплетрĕ. Сити-менеджер шучĕпе, çынсем кредитпа пĕрлех хăйсен банксенчи укçине илсе куçми пурлăха хывма васкаççĕ.

 

 

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас