Курав

7 Çурла, 2014

Пĕрремĕш тĕнче вăрçине халалланă

Чăваш наци музейĕнче Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçланнăранпа 100 çул çитнине халалланă мероприятисем малалла пыраççĕ. Учительсен пĕлĕвне ÿстерекен институтра «Чăваш Ен медикĕсем - Пĕрремĕш тĕнче вăрçин çулĕсенче» экспозици уçăлнă, ăна ЧР Патшалăх, Раççей патшалăх çарпа истори архивĕсен, Чăваш наци музейĕн, Л.Н.Толстой ячĕллĕ Патшалăх музейĕн ăслăлăх сотрудникĕн Н.Жиркевич-Подлесских врачăн тата медицина историкĕн материалĕсене тĕпе хурса йĕркеленĕ.

6 Çурла, 2014

Раççей ялавне халалланă

Наци библиотекинче Раççей Федерацийĕн Патшалăх ялавĕн кунне халалланă «Раççей патшалăх символĕсем» курав уçăлнă.

Кашни патшалăхăн суверенитетне çирĕплетекен паллăсем - Герб, Ялав, Гимн - пур. Вĕсем çĕр-шывăн истори аталанăвĕн уйрăмлăхĕсене палăртаççĕ. 1994 çулта Раççей Президенчĕ çурлан 22-мĕшĕ РФ Патшалăх ялавĕн кунĕ пулнине çирĕплетекен Указ кăларнă. Çак уяв çынсене пĕрлештерекен, патшалăх тата патриотлăх туйăмĕ çинчен аса илтерекен паллă пулăмсенчен пĕри.

24 Утă, 2014

Кокорева халалласа - курав

Комсомольски салинчи "Çĕр тата çынсем" музейра тавра пĕлÿçĕ, вĕрентекен, асăннă аваллăх управçине пуçарса яраканĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Б.Г.Кокорев çуралнăранпа 95 çул çитнине халалласа курав уçнă.

Pages