Курав

15 Юпа, 2014

Куравран - ылтăн медальпе

Иртнĕ эрнере йăлана кĕнĕ йĕркепе Мускаври Пĕтĕм Раççейри курав центрĕнче Раççейри агропромышленноç комплексĕн «Ылтăн кĕркунне» куравĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен делегацйĕ те хутшăннă. Ăна ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов ертсе пынă.

15 Юпа, 2014

Министерство ылтăн медале тивĕçнĕ

Мускавра, Пĕтĕм Раççейри курав центрĕнче, "Ылтăн кĕркунне-2014" курав вун улттăмĕш хут иртнĕ. Унта Чăваш Ен делегацийĕ те хутшăннă. ЧР Ял хуçалăх министерстви "Ĕç пуçлакан фермерсене пулăшас тĕлĕшпе палăртнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçланăшăн" конкурсра /ăна Раççей Ял хуçалăх министерствипе "Пĕтĕм Раççейĕн халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕ" АО йĕркеленĕ/ ылтăн медале тата I степень Диплома тивĕçнĕ. Ведомство 2012-2014 çулсенче ĕç пуçаракан 152 фермера - 191 млн, 16 çемье фермине 91 млн тенкĕ уйăрассипе çыхăннă ыйтусене вăхăтра татса парса самаях пулăшнă.

15 Юпа, 2014

Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă

Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Ольга Зайцева /сăн ÿкерчĕкре - сылтăмра/ "Граждансен хастарлăхĕн шкулĕ" семинара, регионсенчи уйрăмсен хастарĕсене лидер пулма хатĕрлес тĕллевпе йĕркеленĕскере, хутшăннă.

9 Юпа, 2014

Художниксен ыр кăмăллăх куравĕ

Шупашкарта Арина Перцева, Ольга Альфонс, Атнер Маков художниксен ĕçĕсен ыр кăмăллăх куравĕ уçăлнă. Çак ятпа йĕркеленĕ уява ЧР Художниксен союзĕн председателĕ Ревель Федоров, тухтăрсем, художниксем, волонтерсем, хула çыннисем йышлă хутшăннă.

Искусство произведенийĕсемпе тĕп хулари М.Горький проспектĕнчи «Заварка» чей клубĕнче паллашма пулать. Акцие А.Перцевăн хĕрне Настьăна чикĕ леш енче сиплеме укçа-тенкĕ пухас тĕллевпе йĕркеленĕ. Хĕр ача маларах Германи тухтăрĕсем патĕнче сипленнĕ.

23 Авăн, 2014

Ах, пукане, пукане...

Çĕнĕ Шупашкарти ачасен искусство шкулĕнче Ирина Агеева сăрă ăстин куравĕ уçăлнă. Экспозицире - татăкран тата пусмаран ăсталанă 70 ытла пукане. Выставкăра Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчи теттесемпе паллашма пулать.

Pages