Куравран халăх татăлмарĕ

21 Çĕртме, 2014

Шупашкарта "Регионсем - вĕçĕмсĕр килĕштерсе ĕçлесси” курав, "Раççей регионĕсем - ăнăçлă аталану” VII экономика форумĕ ĕнер малалла ĕçлерĕç.

Контур суту-илÿпе курав комплексĕнчи экспозицисене илĕртÿллĕ таварпа йĕркеленĕрен куракансене вăл çывăха пырса паллашмаллах тыткăнларĕ. Чăннипех мĕн кăна çукчĕ пулĕ кунта! Çавăнпах пулĕ халăх куравран кунĕпе те татăлмарĕ.

Форума хутшăнакансем темиçе ушкăна пайланса тĕрлĕ темăпа иртекен çавра сĕтелсене хутшăнчĕç. Инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртесси, Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацийĕ Раççее витĕм кÿнĕ тапхăрта пĕчĕк тата вăтам бизнес епле аталанасси çинчен калаçусем итлерĕç, хăйсене валли усăллине нумай илчĕç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.