РФ Конституцине кĕртме палăртнă тӳрлетӳсен шутне ачасене Тăван çĕршыва юратма вĕрентесси, вĕсене патриот воспитанийĕ парасси, астăвăма упрасси пулса тăрать.
РФ Конституцийĕн 68-мĕш статйин 2-мĕш пунктĕнче республикăсем патшалăх чĕлхине çирĕплетесси пирки асăннă. Регионсенчи патшалăх учрежденийĕсенче, хăй тытăмлăх органĕсенче вĕсемпе вырăс чĕлхипе тан усă курмалла.