Социаллă сетьсенче аталаннă стиль чĕрĕ калаçăва та куçса пыни шухăшлаттарать

10 Çĕртме, 2020

Галина БЫКОВА, Республикăри наци библиотекин директорĕн заместителĕ:

Информаци-коммуникаци технологийĕсем пурнăçăн кашни тытăмне кĕнĕ май çынсем пĕр-пĕринпе хутшăнас çĕнĕ мелсем аталанчĕç. Çапла калаçу-çыхăнура чи анлă сарăлнă чĕлхесене уйăрма тытăнтăмăр. Çавăн пекех хутшăнма, пĕр-пĕрне ăнланма тĕрлĕ символ, паллă, кĕскетнĕ сăмах усă курасси йăлана кĕчĕ. Социаллă сетьсенче, мессенджерсенче аталаннă хăйне евĕр стиль чĕрĕ калаçăва та куçса пырать. Çакă наци чĕлхисем тата вырăс чĕлхи çухалас хăрушлăх патне çитерме пултарать.

Акă мĕншĕн Конституцире вырăс чĕлхине, Раççей Федерацийĕн этнокультура тата чĕлхе нумай енлĕхне упраса хăварас тĕлĕшпе тÿрлетÿ кĕртме сĕнни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Чĕлхе тата культура — пире хамăра идентификацилеме, урăхла каласан харпăрлатма, май паракан тĕп пайсем. Çĕнĕрен редакциленĕ Конституцири чĕлхене упрама хистекен гарантисемшĕн эпĕ чăннипех сасăлама хатĕр. Вырăнта наци чĕлхине аталантарассишĕн хамăн тÿпене хывма тăрăшăп.

www.hypar.ru

Ирина ПУШКИНА хатĕрленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.