Конституци тÿрлетĕвĕ

23 Çĕртме, 2020

Кашнин шухăшĕ хаклă

РФ Конституцине тÿрлетÿсем кĕртес тĕллевпе ирттерме палăртнă Пĕтĕм Раççейри сасăлав çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçланса утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕçленĕ. Сасăлава суйлав участокĕнче, килтех /тухса çÿрейменнисен/ тата куçса çÿрекен мобильлĕ ушкăнсен пулăшăвĕпе усă курса хутшăнма май пур. Вĕсен ĕçне коронавируспа çыхăннă эпидеми лару-тăрăвне шута илсе, участоксенче черет ан пултăр тесе йĕркеленĕ. Хăрушсăрлăх — малти вырăнта.

23 Çĕртме, 2020

Сăнавçăсем сасăлава хатĕр

ЧО Общество палатинче ытларикун общество сăнавçисем Раççей Конституцине кĕртмелли улшăнусем тĕлĕшпе утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче иртмелли сасăлава хутшăнма мĕнлне хатĕрленнине пресс-конференци ирттерсе пĕтĕмлетрĕç.

Палата председателĕ Алексей Судленков палăртнă тăрăх, сăнавçăсен корпусĕ сасăлава хатĕр ĕнтĕ. Ятарласа вĕрентнĕскерсен йышĕ пысăк — 7 пин çын ытла, вĕсем кашни суйлав участокĕнчех пулĕç, сасăлав уççăн та саккунлă иртнине сăнĕç.

23 Çĕртме, 2020

Сасăлама çăмăл тата хăрушсăр

Сасăлама çăмăл тата хăрушсăр — шăпах çак самантсем тĕп вырăнта пулĕç РФ Конституцине кĕртекен улшăнусене ырлассипе çыхăннă сасăлава хутшăнакансемшĕн. Çакăн пирки ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков видеоконференцçыхăну мелĕпе иртнĕ брифингра пĕлтерчĕ.

Pages