Кашнин шухăшĕ хаклă

23 Çĕртме, 2020

РФ Конституцине тÿрлетÿсем кĕртес тĕллевпе ирттерме палăртнă Пĕтĕм Раççейри сасăлав çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçланса утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕçленĕ. Сасăлава суйлав участокĕнче, килтех /тухса çÿрейменнисен/ тата куçса çÿрекен мобильлĕ ушкăнсен пулăшăвĕпе усă курса хутшăнма май пур. Вĕсен ĕçне коронавируспа çыхăннă эпидеми лару-тăрăвне шута илсе, участоксенче черет ан пултăр тесе йĕркеленĕ. Хăрушсăрлăх — малти вырăнта. Суйлав комиссийĕсен членĕсемпе наблюдателĕсене, полицейскисемпе сасăлакансене харпăр хÿтĕлев хатĕрĕсемпе тивĕçтерĕç. Участока пыракансене бюллетеньпе пĕрле медицина маски, перчетке, уйрăм ручка тата салфетка пама палăртнă. Унта ÿт температурине виçсе кĕртĕç, сасăлакансен хушшинче икĕ метр дистанци пулмалла. Çĕртмен 25-мĕшĕччен мĕн пур участока дезинфекцилĕç, кайран çак процедурăна тусах тăрĕç.

 Маргарита ФИНОГЕНТОВА, Чăваш халăх артистки:

— Раççейре пурăнакан кашни çыннăн сасăлава хутшăнса граждан пуçарулăхне палăртмалла. Кашнин шухăшĕ хаклă, кирлĕ. Мĕншĕн тесен влаçăн мĕн пур тытăмра РФ Конституцине тÿрлетÿсем кĕртнине халăх еплерех йышăннине пĕлмелле. Мĕн чухлĕ ытларах çын сасăлĕ, пĕтĕмĕшле лару-тăру çавăн чухлĕ уçăмлăрах курăнĕ: хатĕр-и эпир çĕнĕлĕхе йышăнма е çук-и?

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.