Вырăнлă тата пысăк пĕлтерĕшлĕ улшăнусем кĕтеççĕ

10 Çĕртме, 2020

Валерий СЕМЕНОВ, 3-мĕш стройтрест генеральнăй директорĕ:
Манăн шухăшăмпа, РФ Конституцине тÿрлетÿсем кĕртме шут тытни питех те вырăнлă. Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра вăйра тăракан Конституцие 1990 çулсенче, ун чухне Раççейре пачах урăхла лару-тăру пулнă, йышăннă. Пурнăç улшăнса тăрать. Çавăнпа право акчĕсене те улăштарса пыма тивет.
Конституцие кĕртме хатĕрленекен чылай тÿрлетÿ социаллă пĕлтерĕшлĕ. Кунсăр пуçне регионсен пĕлтерĕшне ÿстерме хатĕрленеççĕ. Ку та питĕ вырăнлă. Пирĕн патшалăх питĕ пысăк, çĕршыв ĕç-хĕлне пурте пĕр тан хутшăнма пултарччăр. Должноçри çынсен яваплăхне те çирĕплетеççĕ. Ку та питĕ тĕрĕс.
Сасăлава хутшăнмаллах тесе шутлатăп.

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.