«Кристина Нестеровăпа Данил Егорова палларăр-и? Вĕсем — пĕчĕк Нарспипе Сетнер — Шупашкарта йĕркеленĕ Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне уçнăччĕ», — пуçларĕ калаçăва Патăрьел районĕнчи Анат Тăрмăш шкулĕнчен килнĕ Вера Еремеева. Çав самант, чăн та, тÿрех куç умне тухрĕ. Данил Егоров, тĕслĕхрен, çак конкурсра I степень лауреачĕ ята 4-мĕш хут тивĕçрĕ. Кăçал Николай Исмуковăн «Лаштра юман» сăввипе жюри членĕсене тыткăнларĕ вăл. Ятарласах ентешĕн сăввине суйланине те пытармарĕç конкурса килнисем.
«Раççейри шкул ачисен юхăмĕн открытки» Пĕтĕм Раççей конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Кăçал унта çĕршыври 4 пине яхăн ача хутшăннă. Шупашкарти 2-мĕш лицейра вĕренекен Валерия Погорелова 12-15 çулсенчи ачасен хушшинче «Таса хутран» номинацире çĕнтернĕ.