конференцисем

3 Раштав, 2019

Юрист кунне халалланӑ наука-практика конференцийӗ иртрӗ

Республика прокуратуринче паян Юрист кунне халалланӑ наука-практика конференцийӗ иртрӗ.

Юристсене професси уявӗ ячӗпе ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев, ыттисем саламларӗҫ. Михаил Васильевич палӑртнӑ тӑрӑх, юристсем обществӑри тӑнӑҫлӑха, саккунлӑха тивӗҫтерес, граждансен интересӗсене хӳтӗлес тӗлӗшпе чӑннипех пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ.

14 Пуш, 2018

Тĕплĕн тăрăшса

Муниципалитетсем ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче çуракине хатĕрленес ĕç мĕнле пынине тишкерме тытăнчĕç. Анчахрах Канаш районĕнче администраци пуçлăхĕ Владимир Степанов ертсе пынипе агроинженери конференцийĕ иртнĕ.

ЧР Ял хуçалăх министерствин тĕп специалисчĕ Наталия Гаврилова ял хуçалăх таварĕ туса илекенсен пĕлтĕрхи финанс кăтартăвĕсемпе паллаштарнă май тухăçа ÿстермеллине тата пахалăха лайăхлатмаллине, çакă продукцие конкуренцие тÿсĕмлĕ хатĕрлеме май панине палăртнă.

16 Чÿк, 2017

Шупашкарти хирург ĕç опычĕпе Калининградра паллаштарнă

Чÿк уйăхĕн 10–11-мĕшĕсенче Калиниградра Раççейĕн сывлăх сыхлавĕн министерстви «Пысăк технологилле медицина пулăшăвĕ кÿрессин хальхи вăхăтри аспекчĕсем» темăпа çĕршыври конференци ирттернĕ.

12 Чÿк, 2017

Академи драма театрĕн юбилейне халалласа - ăслăлăхпа практика конференцийĕ

Чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн 100 çулхи юбилейне халалласа ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртĕ. Ăна ЧР Культура министерстви, Патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ тата театр йĕркелеççĕ. 

23 Çĕртме, 2017

Шупашкарта «Çĕр пин тĕрĕ тĕнчинче» мастер-класс халăха пуçтарчĕ

Этнокультура конференцийĕ тĕрлĕ секцие пайланса малалла ĕçлерĕ. Чăваш çипуçĕллĕ Евгения Жачева Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, тĕрĕ ăсти халăха «Çĕр пин тĕрĕ тĕнчине» пуçтарчĕ.

Pages