Комментари хушас

16 Чÿк, 2017

Шупашкарти хирург ĕç опычĕпе Калининградра паллаштарнă

Чÿк уйăхĕн 10–11-мĕшĕсенче Калиниградра Раççейĕн сывлăх сыхлавĕн министерстви «Пысăк технологилле медицина пулăшăвĕ кÿрессин хальхи вăхăтри аспекчĕсем» темăпа çĕршыври конференци ирттернĕ. Унта Федерацин травматологипе ортопедин центрĕн 3-мĕш травматологипе ортопеди пайĕн заведующийĕ Алексей Карпухин хутшăннă.

Конференци темиçе секцие пайланса ĕçленĕ, Алексей Сергеевич «Травматологи тата ортопеди» ятлине ертсе пынă. Унсăр пуçне вăл хальхи вăхăтри хирургипе çыхăннă вăрттăнлăхсемпе паллаштарса икĕ доклад тунă.

Чĕрепе юн тымарĕсен хирургĕсемпе травматологсем пуçтарăннă мероприятие çĕршывăн сывлăх сыхлав министрĕн Татьяна Яковлева уçнă. Конференцие Раççейĕн наукăсен академийĕн академикĕ Лео Бокерия хутшăннă.

Рубрика: