Кирлĕ пулĕ

18 Çу, 2016

КĂМĂЛ ТĂТĂШ ЯПĂХ ЧУХНЕ

  • Депресси аптратсах çитерсен 1 литр шурă эрехе 10 грамм типĕ мелисса çулçи, 1 грамм вĕтетнĕ упа кĕпçи /дягиль лекарственный/ тымарĕ, 1 лимон хуппи, 1-2 техĕмлĕх гвоздика, 1-ер чĕптĕм тÿнĕ мускат мăйăрĕпе кориандр вăрри ямалла. Лайăх пăтратмалла. 2 эрне лартмалла та хулăн пусма витĕр сăрăхтармалла. Шĕвеке пĕчĕк сыпкăмсемпе чейпе пĕрле ĕçмелле.
30 Пуш, 2016

ТИКĔТ СУПĂНĔ ÇИНЧЕН

Паянхи темĕнле паха шутланакан тасатакан хатĕрсем те тикĕт супăнĕпе танлашаймаççĕ. Вăл гигиена пахалăхĕпе кăна мар, сиплĕх енĕсемпе те палăрса тăрать.

  • Пĕчĕк шăйрăксемпе чĕртернĕ вырăнсене кашни кун тикĕт супăнĕпе çусан ÿт икĕ хут хăвăртрах сывалать. Вăл типĕтнипе сурана часах ÿт илет. Çак супăнь ÿте тухса тулнă пÿрлешке-шатрапа витĕмлĕ кĕрешет.

Енчен те сирĕн аллерги реакцийĕ палăрсан, ÿт хĕрелсен, шатра, пÿрлешке тухсан тикĕт супăнĕпе кăна çăвăнмалла.

17 Пуш, 2016

Çăмарта хуппи хăйпăнмасть-и?

Чăмăрла пĕçернĕ çăмарта хуппи лайăх вистенменни пурин те пулнах ĕнтĕ. Хăшпĕр çăмарта вăшт çеç тасалать, теприне шуратма вара чăтăмлăх кирлĕ.

Çăмарта хуппи лайăх вистенменнин икĕ сăлтавне палăртаççĕ.

1.Çăмарта питĕ çĕнĕ.

2. Çăмарта сивĕре нумай выртнă.

Кун пек чухне, икĕ тĕслĕхĕнче те, çак меслетсем пулăшаççĕ.

2 Пуш, 2016

ПĔВЕР ВАЛЛИ - СĔЛĔ КĔРПИ

Сарамак /гепатит/ хыççăн пĕвере лайăхрах сывалма, çирĕпленме пулăшакан рецепт пур. Сĕлĕ кĕрпинчен сиплĕ шĕвек хатĕрлемелле.

Виçĕ литр банкине виççĕмĕш пайĕ таран лайăх çуса авăртнă сĕлĕ кĕрпи тултармалла. Вĕренĕ кăшт ăшăрах шыв туллиех мар ямалла. Йÿçĕтме çур стакан кефир е пĕр татăк ыраш çăкăрĕ хушмалла. Е çур стакан тăпăрчă шывĕ ярсан та лайăх. Банкăна çăтă хупса ăшă вырăна лартмалла.

15 Çу, 2015

Юна лайăхлатма

Эритроцитсемпе лейкоцитсем юншăн чи кирлĕ пайрăмсем /компонентсем/ шутланаççĕ. Юна мĕнле лайăхлатмалла-ши?

1. Гемоглобин лайăх е япăх пулни эритроцит шутĕнчен килет. Çавăнпа та унăн шайне ÿстерме тăрăшмалла:

Вăрманта ÿсекен çĕр çырли, шĕшкĕ, хĕрлĕхен курăкĕн тата кизил çулçисене пĕр пек виçепе илмелле, хутăштармалла. 1 стакан вĕретнĕ шыва 2 апат кашăкĕ çак хутăша ямалла, 15 минут вĕретмелле, 30 минут тытмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хутчен апат умĕн 1Ĕ3 стакан ĕçмелле.

Апат хыççăн пĕвер çине вĕри грелка хумалла.

Pages