Кирлĕ пулĕ

11 Ака, 2014

Венăсем тухсан

Венăсем сарăлса тĕвĕленнипе аптракансен тухтăр сĕнĕвне пурнăçланисĕр пуçне апата та питĕ уяса çимелле. Кулленхи рационра чĕрĕ пахча çимĕçпе улма-çырла ытларах пулмалла, мĕншĕн тесен унта юн тымарне çирĕплетекен витаминпа минералсем пур. Унсăр пуçне апат ирĕлтерес ĕçе лайăхлатаççĕ.

14 Пуш, 2014

Чи усăлли

Гранат çимĕçĕн сĕткенĕ чи усăллă сĕткенсенчен пĕри. Вăл организма усал шыçăран хÿтĕлет, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсенчен пулăшать. Тухăç çĕр-шывĕсенче мĕн пур çимĕçĕн патши вырăнне хурса хисеплеççĕ ăна. Пуç кăшăлне те хайхи çимĕç тăррине пăхса тунă имĕш.

10 Кăрлач, 2014

Аппетита чакарма

  • Апат çийиччен шыв ĕçмелле. Апатланиччен 20-30 минут маларах хырăма тултарма пĕрер стакан шыв, сĕткен е чей ĕçмелле. Кун пек чухне сахалтарах çиетĕн. Апачĕ те лайăхрах ирĕлет.
  • Пăрăçлă та тăварлă çимĕç çиесрен асăрханмалла. Техĕмлĕх кĕртекен çимĕçсем хырăмлăх сĕткенне кăларма, апла пулсан аппетита ÿстерме пултараççĕ.

    Pages