ХУПĂЛЛĂ ШАТРА НУШИНЧЕН
Хупăллă шатра /псориаз/ аптратсан сиплеве комплекслă ирттермелле. Ÿте ятарлă маç сĕрмелле, шĕвек ĕçмелле, ванна кĕмелле. Çапла кăна чире çăмăллатма пулать.
Шĕвек
♦1 апат кашăкĕ шăши кикенекне /череда/ тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 4 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Нумай вăхăт, сывлăх лайăхланичченех сипленмелле.
♦2 чей кашăкĕ шăпăр курăкне /алтей/ тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Савăта хупăлчапа витмелле, вĕри духовкăна лартмалла, шĕвек çурри таран хухсан илмелле. Сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат хыççăн 10-15 минутран 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс - 3-4 эрне.
♦1 апат кашăкĕ шĕпĕн курăкне /чистотел/ тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 20 минутран сăрăхтармалла. Çак шĕвеке пĕр кунра тăватă сăтăрккăпа ĕçсе ямалла. Сиплев курсĕ - 20 кун.
Маç
Типĕтнĕ шĕпĕн курăкне çăнăх пуличчен вĕтетмелле, пĕр виçепе вазелинпа хутăштармалла. Маçа ыратакан вырăнсене кунне виçĕ хут сĕрмелле. Виçĕ кунран пĕр кун канмалла та малалла сипленмелле. Курс - 6 уйăх.
Маçпа усă курас умĕн хупăллă шатрасене супăнь курăкĕн /мыльнянка лекарственная/ шĕвекĕпе çумалла. 2 апат кашăкĕ чĕр тавара 1 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 5 минут вĕретмелле, кăпăкне пухмалла мар. Сивĕнсен сăрăхтармалла.
Компресс
♦Сиенленнĕ ÿт çине кашни кун теркăланă чĕрĕ çĕр улми пăттине хурса бинтпа çирĕплетмелле. 2 сехет тытмалла. Сиплев - сывлăх лайăхланичченех.
♦Пĕр ывăç эмел курăкĕн чечекĕ çине кăшт хупламалăх тин вĕренĕ шыв ямалла, 30 минутран сăрăхтармалла. Пир пусмана е марльăна çак шĕвекре йĕпетсе сиенленнĕ ÿт çине хумалла, лейкопластырьпе çирĕплетмелле. Компреса çĕр каçа тытмалла. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
Ванна
1-ер апат кашăкĕ шур тăрăллă хыт курăка /тысячелистник/, аслати курăкне /фиалка трехцветная/, кăвак хăмла çырлин çулçине тин вĕренĕ 3 литр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 5 минут вĕретмелле, сăрăхтармалла. 37-38 градус ăшă шывлă ваннăна ямалла. 20 минут ванна кĕмелле, çак вăхăтра псориаз хупписене çемçен сăтăркаламалла. Курс - 10-12 процедура кун сиктерсе.
♦2 апат кашăкĕ чăрăш тăррине /хвощ полевой/ 1 литр ăшă шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле те 5 минут пиçĕхтерсе лартмалла. Унтан термосра 5-6 сехет тытмалла, сăрăхтармалла. Шĕвеке сиенленнĕ ÿте кунне темиçе хут сĕрмелле /сăтăрмалла мар/. Кĕçĕтни иртичченех сипленмелле.
Асăрханăр! Шĕпĕн курăкĕн шĕвекне çие юлнă, кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмсен, тытамак тытакансен, йывăр психика чирĕпе аптракансен, бронх астми, стенокарди, гипотони, чĕрен ишеми чирĕ пуррисен ĕçме юрамасть.
Комментари хушас