Килти тухтăр

5 Çурла, 2015

КУННЕ - ПĔР ПАНУЛМИ

Кунне пĕр панулми çисе пурăнсан тухтăр та кирлĕ мар тенĕ ĕлĕкхи çынсем. Çак сĕнÿре тĕрĕсси чылай. Панулми пирки тĕплĕнрех калаçар-ха.

Мĕн чухлĕ?

lВăтам пĕр панулмире 140 миллиграмм кали. Çак элемент юн пусăмне чакарма витĕм кÿрет.

22 Утă, 2015

ХУРА ПĂРĂÇ - ТЕХĔМЛĔХСЕН ПАТШИ

Хура пăрăçа техĕмлĕхсен патши теççĕ. Индире унпа тĕрлĕ чиртен хÿтĕленме тата сипленме авалах питĕ анлă усă курнă.

Пăрăçпа унăн препарачĕсем - шыççа, микробсене, паразитсене хирĕçле витĕмлĕ. Вĕсем юн юхăмне вăйлатаççĕ, юна шĕветеççĕ, юн çаврăнăшне лайăхлатаççĕ, апат ирĕлтерекен тытăм ĕçне йĕркелеççĕ, çу клеткисене аркатса кĕлетке виçине чакарма пулăшаççĕ, организмран наркăмăшсене кăлараççĕ.

23 Кăрлач, 2014

ШĂНСА ПĂСĂЛСАН ÇĂМĂЛЛĂХ КӲРЕÇÇĔ

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, шăнса пăсăлсан ăшă çи-пуç тăхăнмалла тата шĕвек ытларах ĕçмелле. Хăвăртрах сывалма мĕнле шĕвексем пулăшаççĕ-ха?

Лимонпа пыл хушнă ăшă чей. Ăна ОРВИн малтанхи паллисене асăрхасанах ĕçме пуçламалла. Чей хатĕрлесси йывăр мар. Шĕвĕрех симĕс е хура чей пĕçермелле те унта темиçе касăк лимон тата 1 чей кашăкĕ пыл хушмалла. Паллах, вĕсене сивĕнерех панă чее ямалла, вĕри шывра лимонпа пылăн усăллă енĕсем çухалаççĕ.

Pages