Комментари хушас

22 Утă, 2015

ХУРА ПĂРĂÇ - ТЕХĔМЛĔХСЕН ПАТШИ

Хура пăрăçа техĕмлĕхсен патши теççĕ. Индире унпа тĕрлĕ чиртен хÿтĕленме тата сипленме авалах питĕ анлă усă курнă.

Пăрăçпа унăн препарачĕсем - шыççа, микробсене, паразитсене хирĕçле витĕмлĕ. Вĕсем юн юхăмне вăйлатаççĕ, юна шĕветеççĕ, юн çаврăнăшне лайăхлатаççĕ, апат ирĕлтерекен тытăм ĕçне йĕркелеççĕ, çу клеткисене аркатса кĕлетке виçине чакарма пулăшаççĕ, организмран наркăмăшсене кăлараççĕ.

Типĕ ÿслĕкрен сипленме 1 апат кашăкĕ пыла, 10 тумлам лимон сĕткенне, çĕçĕ вĕçĕпе илнĕ хура пăрăç порошокне хутăштармалла. Кунне 3-4 хут çуршар чей кашăкĕ çимелле. Курс - 5-7 кун.

Шăнса пăсăлсан, грипп ерсен çĕçĕ вĕçĕпе илнĕ техĕмлĕхсене /гвоздика, корица, хура пăрăç/ хутăштармалла, тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. 5 минутран тутă кĕмелĕх пыл хушмалла. Кунне 2-3 хут ĕçмелле. Курс - 5-7 кун.

Сыпăсем ыратсан 1 чей кашăкĕ тÿнĕ хура пăрăçа 200 миллилитр шурă эрехе ямалла, тĕттĕм вырăнта 3 кун лартмалла. Настойкăпа чирлĕ сыпăсене сăтăрмалла. Вăл ăшăтать, ыратнине ирттерет, шыçнине чакарать. Пăрăç настойкине çупа та хатĕрлеме пулать. 1 апат кашăкĕ пăрăçа 1 стакан олива çăвне ямалла, вăйсăр çулăм çинче 5 минут тытмалла. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Сыпăсене сăтăрма усă курмалла. Курс - сывлăх лайăхланиччен.

Çÿç тăкăнсан пулăшакан маска. 5 тумлам пăрăç çăвне /рецепчĕ çÿлерех/, 5 тумлам касторка çăвне, 2 апат кашăкĕ олива çăвне хутăштармалла. Пулнă хутăшпа пуç ÿтне сăтăрмалла, полиэтилен калпак тăхăнмалла, алшăллипе чĕркемелле. 20-30 минутран ăшă шывпа шампуньпе çуса тасатмалла. Маска çÿç тымарĕсене çирĕплетет, çÿç ÿсессине хăвăртлатать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.