КУННЕ - ПĔР ПАНУЛМИ
Кунне пĕр панулми çисе пурăнсан тухтăр та кирлĕ мар тенĕ ĕлĕкхи çынсем. Çак сĕнÿре тĕрĕсси чылай. Панулми пирки тĕплĕнрех калаçар-ха.
Мĕн чухлĕ?
lВăтам пĕр панулмире 140 миллиграмм кали. Çак элемент юн пусăмне чакарма витĕм кÿрет.
lЕ витамин 1 миллиграма яхăн, ку кулленхи нормăн 6 проценчĕпе танлашать. Е витамин - юн тымарĕсене тата ÿте сиенлĕ йÿçеклĕх витĕмĕнчен хÿтĕлекен антиоксидант, çавна май вăл чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсенчен, усал шыçăран сыхланма пулăшать. Панулми çак тивĕçе пурнăçлакан, гормонсен шайне йĕркелекен ытти антиоксидантпа та пуян.
lБор - шăмă тĕртĕмне çирĕплетме кирлĕ япала. Çавăнпа панулмине остеопорозпа аптракансен хăйсен рационне кĕртмеллех.
lПанулмире апат чĕлкĕмĕ 3,3 грамм, пĕр куна кирлĕ виçен 13 проценчĕ. Çемçинче те, хуппинче те пектин, ирĕлекен чĕлкĕмсем нумай, вĕсем тăраннă туйăма витĕм кÿреççĕ. Унсăр пуçне пектин юнри холестерин шайне чакарать, диабетпа чирлĕ çынсенне юнри сахăр шайне виçере тытса тăма пулăшать. Ирĕлмен чĕлкĕмсем вара апат ирĕлтерес тĕлĕшпе питĕ усăллă.
lПаха çак çимĕçре апат ирĕлтерме пулăшакан тĕрлĕ улма-çырла йÿçекĕсем, С витамин /аскорбин йÿçекĕ/ пур.
lПанулми В ушкăнри витаминсемпе тивĕçтерме пултарать. Çак витаминсем нерв тытăмне лайăх ĕçлеттерме кирлĕ.
Шăпăр пекех
lПанулми апат ирĕлтерекен тытăмăн ĕçне йĕркелес тĕлĕшпе паллă вырăн йышăнать, ку унра пектин нумай-йипе çыхăннă. Чи малтанах вăл витĕм кÿнипе пыршăлăх лайăх ĕçлет, тепĕр енчен шĕвеке туллин çăтса илнипе паха. Халăх медицининче панулмине организма сиенлĕ шлаксенчен тасатса чиртен хÿтĕленĕшĕн "чăн-чăн шăпăр" тесе хаклаççĕ.
lКитай медицинипе килĕшÿллĕн çимĕçре йÿçек тата пылак тытăм шайлашса тăни организмшăн уйрăмах усăллă пулнине палăртаççĕ, мĕншĕн тесен ку тăраннă туйăм çуратать тата пылак çиес килнине ирттерет. Вăтам пĕр панулми 150 грама яхăн таять. Унра 80 калори, вăтамран пĕр татăк çăкăрти чухлĕ, çавăнпа хăвăрт тăрантать, ăна тĕп апатсен хушшинче çисен выçнине нумайлăха ирттерет.
lĔлĕк лайăх пиçсе çитнĕ панулмине - вар хытсан, пиçменнине варвитти чухне çиме сĕннĕ. Çимĕç сыпăсем чирлесен /артрит е подагра/ усăллă.
lКăкăр хĕртме пуçласран панулми çини хÿтĕлет. Енчен те çак пулăмпа аптрасан пылак сортлисене çимелле.
lШăл тухтăрĕсем те панулми усăллине, вăл шăл тунине çирĕплетнине палăртаççĕ. Апат хыççăн шăл тасатма май килмен чухне панулми çиме сĕнеççĕ.
lПанулмипе унăн сĕткенĕ шăк хăвалакан витĕмлĕ, çавăнпа шăк хăмпи шыçсан сипленме пулăшаççĕ.
lХĕрлĕ панулми анеми аптратсан лайăх. Симĕсси пĕвер чирлĕ пулсан усăллă. Пĕçернĕ симĕс панулмине вар-хырăм чирĕсенчен, язвăпа инфекцирен, сипленме çимелле.
lШăнса пăсăлнипе пĕçертсе пăрахсан тата организма çирĕплетме панулми хуппин шывне ĕçмелле. 1 панулми хуппине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 10 минут лартмалла, кăштах корица хушса ĕçмелле.
lПĕвер гиперфункцийĕпе аптракан çынсен час-часах мигрень, аллерги, куç инфекцийĕ, вĕчĕрхенÿлĕх аталанаççĕ. Панулми çини çак паллăсене вăйсăрлатма пулăшать. Çимĕç шăрши те мигрень приступĕ пуçланасран хÿтĕлеме пултарать.
Çамрăклăх эликсирĕ
Ирĕклĕ радикалсене сиенсĕрлетме пултаракан антиоксидант пахалăхĕсемлĕ панулми сĕткенне атеросклероз, самăрлăх, гипертони аптратсан ĕçме сĕнеççĕ. Вăл чĕрепе юн тымарĕсен тытăмне, пÿресене ырă витĕм кÿрет. Вар хытсан питĕ усăллă. Калори сахаллине кура сĕткене диета апатланăвне те кĕртме юрать.
Хăш-пĕр кăтарту тăрăх, панулми сĕткенĕ ар парĕпе пыршăлăхра метастазăсем аталанассине чарса лартма пултарать. Антиоксидантсемпе аскорбин йÿçекĕ нумай-йине кура вăл организмран эмел ĕçнипе, пирус туртнипе пухăнакан хими япалисене, наркăмăшсене кăларма пулăшать.
Панулми сĕткенне кунне 1 литр таран ĕçме юрать. Паллах, малтан пĕчĕк виçесенчен пуçламалла. Улăм пĕрчи витĕр ĕçсен лайăхрах, унсăрăн вăл шăл эмальне сиенлеме пултарать.
Ват шĕвекĕ тухассине лайăхлатма. Çур стакан панулми сĕткенĕнче 1 чей кашăкĕ пыл ирĕлтермелле. Кунне 2-3 хут апатчен 15 минут маларах ĕçмелле. Курс - 10 кун. Хутăша кашнинчех çĕнĕрен хатĕрлемелле.
Сиенĕ те пур
Панулми сĕткенне хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк чухне, панкреатит, хырăмлăх язви аптратсан ĕçме юрамасть. Эмеле панулми сĕткенĕпе сыпса ĕçмелле мар! Ку вăйлă наркăмăшлантарма пултарать.
Панулмири сахăрпа улма-çырла йÿçекĕсем шăл эмальне питĕ япăх витĕм кÿреççĕ. Çавăнпа ăна çинĕ хыççăн çăвара шывпа чÿхемелле.
Панулми диетипе те нумай вăхăт усă курма юрамасть: хытă клетчатка колита аталантарма, вĕрĕлтерме пултарать. Хырăмлăх чирĕсем, гастрит, вуник пумăклă пыршă язви чухне чĕрĕ панулми çимелле мар.
Панулми вăрринче синиль йÿçекĕ пур, çавăнпа талăкра 3-4 вăррине кăна çиме юрать.
Аллергипе тертленекенсен хĕрлĕ е сарăрах хĕрлĕ тĕслĕ панулмисемпе асăрхануллă пулмалла, вĕсем аллерги реакцине хĕтĕртме пултараççĕ.
Комментари хушас