Канашлу

1 Нарăс, 2014

Канашсем аталану çулĕпе утаççĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев виçĕм кун Канаш районĕнче ĕçлĕ çул çÿревре пулнă.

Республика Пуçлăхĕ Канашри металл шăратакан завод строительствипе паллашнă, кунта кĕçех вакунсем валли оборудовани кăларма пуçлĕç. Андрей Гордиенко гендиректор палăртнă тăрăх - завод строительствине 230 млн тенкĕ ытла инвестици хывнă. Вăл хута кайнă май 120 ĕç вырăнĕ пулмалла, уйăхри вăтам ĕç укçи 20 пин тенкĕпе танлашмалла. Михаил Васильевич çакă пысăк пĕлтерĕшли, рынокра кирлĕ продукци кăларма пуçлани бизнесăн ăнăçлă аталанăвĕн никĕсĕ пуласси çинчен каланă.

1 Нарăс, 2014

«Кашнине хисеплемелле, пурнăçа лайăхлатмалла»

Кĕçнерни кун ирех республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăвай районĕнчи Турикас Тушкил ял тăрăхне çитрĕ. С.Р.Илларионов фермер хуçалăхĕпе паллашрĕ. Мăйракаллă шултра выльăх витисене кĕрсе курчĕ. Сăвакан 250 ĕне. Шупашкара куллен 1,5 тонна сĕт ăсатаççĕ. Ăна 8 урамра вырнаçтарнă автоматран сутаççĕ, кашни литрĕ - 30 тенкĕ. М.Игнатьев хуçалăх ĕçне лайăх хак пачĕ. Районăн тĕп больницин поликлиникинче пулчĕ. Ăна пĕлтĕр тĕпрен юсанă, çĕнĕ медоборудовани чылай туяннă.

30 Кăрлач, 2014

Влаç органĕсен ыйтăвĕсемпе

Федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров федерацин территори тата Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

29 Кăрлач, 2014

Программăна пурнăçа кĕртнĕ

Кăрлачăн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раççейри селектор канашлăвне хутшăннă. Унта граждансене ишĕлме пултаракан пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен куçармалли программăсене пурнăçлас тĕлĕшпе 2013 çулăн малтанхи пĕтĕмлетĕвне тата нумай хваттерлĕ çуртсенче пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсама регион тытăмĕсем йĕркелессине сÿтсе явнă.

28 Кăрлач, 2014

Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ

Кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, влаçăн территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин республикăн 2013 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă. Отчетлă тапхăрта строительство ĕçĕ, хута янă çурт-йĕр калăпăшĕ, ваккăн сутмалли тавар çаврăнăшĕ, тÿлевлĕ пулăшу, номинал тата чăн ĕç укçи, халăхăн укçа тупăшĕ ÿснĕ.

Pages