Комментари хушас

28 Кăрлач, 2014

Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ

Кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, влаçăн территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин республикăн 2013 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă. Отчетлă тапхăрта строительство ĕçĕ, хута янă çурт-йĕр калăпăшĕ, ваккăн сутмалли тавар çаврăнăшĕ, тÿлевлĕ пулăшу, номинал тата чăн ĕç укçи, халăхăн укçа тупăшĕ ÿснĕ.

Промышленноç производствин индексĕ 2013 çулта 5% чакнă. Тĕп сăлтавĕ - çулталăк пуçламăшĕнче машинăсем тăвакан отраслĕн продукцине сахалрах ыйтма пуçлани. Çав вăхăтрах электрооборудовани, электрон тата оптика оборудованийĕн отраслĕсенче ÿсĕм палăрать.

Промышленноç комплексĕн организацийĕсем 146 млрд тенкĕлĕх хăйсем туса кăларнă тавара ăсатнă, тĕрлĕ ĕç пурнăçланă тата пулăшу ĕçĕсем панă. Республикăри промышленноç предприятийĕсенчен 31-шĕ ăсатнă продукци калăпăшне млрд тенкĕрен те ирттернĕ /2012 çулта - 27 организаци/. «Элара», «ВНИИР» АУОсенче, «ЭКРА» НПП, «Бреслер «ИЦ» ОООсенче, «ШИЗСА», «КАФ» акционерсен обществисенче, «Август» фирма» акционерсен обществин «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче, «АККОНД», «Букет Чувашии» акционерсен обществисенче ÿсĕм уйрăмах пысăк.

2013 çулта тĕп капитала хывнă инвестицисен калăпăшĕ 64,6 млрд тенке яхăн е 2012 çул шайĕнчен 93,5%.

Иртнĕ çул ялсенчи тавар туса кăларакансемшĕн уйрăмах кăткăс пулнă. Çанталăк çав тери шăрăх тăнипе акнă лаптăксен 36,5 пин гектарĕ пĕтнĕ, тыр-пул пухса кĕртнĕ вăхăтра çумăр тăтăш çунипе палăртнă тухăçа пухса кĕртме май килмен. Çавна пулах ял хуçалăхĕнче тата мĕн пур категорири хуçалăхсенче 2013 çулта продукци туса илнин калăпăшĕ 89,3% танлашнă.

Чăваш Енре 2013 çулта уйăхри вăтам ĕç укçи 19726 тенкĕ пулнă, 2012 çулхинчен 14,8% ÿснĕ.

2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне ĕç укçи енĕпе парăм 2,9 млн тенкĕпе танлашнă, 2013 ç. кăрлачăн 1-мĕшĕнчипе танлаштарсан 26,8 млн тенкĕ /90,2%/ чакнă. Чăваш Ен çак кăтарту тĕлĕшпе федерацин Атăлçи округĕнче тăваттăмĕш вырăнта.

Ĕçлев рынокĕнче те лару-тăру япăх мар. Регистрациленĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçлеме пултаракан вăй питти ÿсĕмри çынсен йышĕн 0,73% танлашать /2013 ç. кăрлачăн 1-мĕшĕнче - 0,84%/.

2013 çулта Чăваш Республикинче инфляци шайĕ 6,3% пулнă.

ЧР финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Фарида Муратова республика бюджетне мĕнле пурнăçланине пĕтĕмлетнĕ. Чăваш Енĕн пĕрлехи бюджетне 2013 çулта тупăшсем енĕпе 43079,2 млн тенкĕлĕх пурнăçланă /палăртнин 100%/, 2012 çул шайĕнчен ÿсĕм 7,4% танлашать.

Хамăрăн тупăш - 27921,9 млн тенкĕ, 2012 çул шайĕнчен ÿсĕм 9,2%.

Чăваш Республикин патшалăх парăмĕ çулталăк пуçламăшĕнче 9827,1 млн тенкĕ пулнă, çакă пĕлтĕрхи çулталăк пуçламăшĕнчи парăмран 381,5 млн тенкĕ сахалрах.

Муниципалитет районĕсемпе хулисен пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕ хутса ăшăтмалли тапхăрта еплерех ĕçлени çинчен строительство министрĕ Олег Марков каласа кăтартнă.

Хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланнăранпа пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата топливăпа энергетика комплексĕн предприятийĕсем йĕркеллĕ ĕçлеççĕ. Республикăри хуласемпе районсенчи пурăнмалли çурт-йĕр фондне коммуналлă пулăшу ĕçĕсемпе туллин тивĕçтереççĕ. Çак сезонта шывпа тивĕçтерекен объектсенче - 19, электроэнерги парса тăракан объектсенче - 2, ăшăпа тивĕçтерекен объектсенче 2 авари пулнă, кăлтăксене вăхăтра пĕтернĕ.

Республика Пуçлăхĕ ăшă парса тăрассин калăпăшне тĕрĕслемеллине палăртнă: халăх ÿпкелешни ан пултăр. Управляющи компанисен ĕçне те тĕрĕслесех тăмаллине аса илтернĕ.

А.ВАСИЛЬЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.