Комментари хушас

1 Нарăс, 2014

Канашсем аталану çулĕпе утаççĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев виçĕм кун Канаш районĕнче ĕçлĕ çул çÿревре пулнă.

Республика Пуçлăхĕ Канашри металл шăратакан завод строительствипе паллашнă, кунта кĕçех вакунсем валли оборудовани кăларма пуçлĕç. Андрей Гордиенко гендиректор палăртнă тăрăх - завод строительствине 230 млн тенкĕ ытла инвестици хывнă. Вăл хута кайнă май 120 ĕç вырăнĕ пулмалла, уйăхри вăтам ĕç укçи 20 пин тенкĕпе танлашмалла. Михаил Васильевич çакă пысăк пĕлтерĕшли, рынокра кирлĕ продукци кăларма пуçлани бизнесăн ăнăçлă аталанăвĕн никĕсĕ пуласси çинчен каланă.

Республика Пуçлăхĕ нумай функциллĕ центр ĕçне тĕрĕсленĕ. Канаш районĕнчи МФЦ - республикăри питĕ ăнăçлă ĕçлекен центрсенчен пĕри. Кашни оператор куллен 20-30 клиента йышăнать. Ĕçе «пĕр чÿрече» принциппа йĕркеленипе кунта килекенсем те кăмăллă - патшалăхăн тата муниципалитетсен пулăшу ĕçĕсемпе усă курнă чух вăхăт перекетленет.

Шăхасанти вăтам шкулта Чăваш Ен Пуçлăхĕ ертсе пынипе анлă канашлу иртнĕ, унта Канаш районĕн 2013 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртнă. Канашлăва ЧР ял хуçалăх тата экономика аталанăвĕн министрĕсем Сергей Павловпа Владимир Аврелькин хутшăннă.

Сăмах илнĕ май Михаил Игнатьев интереслĕ идейăсемпе сĕнÿсем пама чĕнсе каланă, район экономикин аталанăвĕ кунта пурăнакан кашни çынран килнине палăртнă. Райадминистраци пуçлăхĕ Владислав Софронов экономикăн тĕп отраслĕсенчи кăтартусем ÿсĕмли çинчен каланă, çакăнта патшалăх пулăшăвĕ те курăмлă. Калăпăр, районăн ял хуçалăх организацийĕсене пĕлтĕр патшалăх енчен кÿнĕ пулăшу 84,3 млн тенке çитнĕ - 2012 çулхипе танлаштарсан 119%.

Иртнĕ çул уйрăм çынсем пурăнмалли 37,2 пин м2 çурт-йĕр хута янă - виçĕм çулхипе шайлаштарсан 100,5% пулать. Çамрăк çемьесене, тăлăх ачасене, нумай ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес енĕпе мерăсем йышăннă. Канашлура коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлемелли парăмсемпе, управляющи компанисен ĕçĕпе, Канашри кайăк-кĕшĕк фабрикипе çыхăннă ыйтусене, ытти темăна сÿтсе явнă.

Ĕçре палăрнисене Михаил Игнатьев наградăсем панă. Вĕсен йышĕнче - Роза Шоркина хормейстер, Валентина Герасимова врач-педиатр, Константин Никонов преподаватель тата ыттисем. Çавăн пекех район çамрăкĕсене пуçарулăхпа пултарулăхри ăнтăлушăн стипендипе хавхалантарнине ĕнентерекен свидетельствăсем панă.

Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ районта пурăнакансен мĕн пур асăрхаттарăвĕпе сĕнĕвне шута илессине палăртнă: «Эпир пурте пĕр ĕç тăватпăр - Раççей Президенчĕн пĕрлехи командинче халăхшăн ĕçлетпĕр. Чăваш Енре çирĕп çемьесем, сывă ачасем ытларах пулмалла. Çакă - пирĕн республика, çĕр-шыв пуласлăхĕн никĕсĕ. Пĕтĕмĕшле илсен Канаш районĕ кал-кал аталанать, кăтартусене лайăхлатас тĕллевпе малалла талпăнмалла. Çапла тумашкăн пирĕн пĕтĕм ресурс, хăватсем пур».


К.АЛЕКСАНДРОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.