Канашлу

2 Утă, 2014

Кун йĕркинче - каяшсене тирпейлесси

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ĕнер Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисен тата Шупашкар районĕн йăлари хытă каяшсене тирпейлекен тата утилизацилекен пĕрлехи тытăмне йĕркелес ыйтупа канашлу ирттернĕ.

6 Çĕртме, 2014

Ачасен пурнăçĕшĕн çитĕннисем яваплă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ кăçалхи çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче ирттернĕ канашлура ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова ачасен тата тин çуралнисен вилĕмне сирес енĕпе ведомствă

4 Çĕртме, 2014

Çĕнĕ технологисем çĕнĕ хăват хушаççĕ

Чăвашпотребсоюз, ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви, Журналистсен союзĕ нумай çул туслă çыхăну тытаççĕ. Вĕсем пĕрлехи мероприятисем ирттересси йăлана кĕнĕ.

28 Çу, 2014

Чăваш Ен малта

Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2014 çулта ачасен канăвне йĕркелес ыйтупа видеоконференци мелĕпе йĕркеленĕ канашлăва хутшăннă. Ăна Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев пĕтĕм тĕнчери ачасен «Артек» центрĕн никĕсĕ çинче ирттернĕ.

Раççей премьер-министрĕ пĕлтернĕ тăрăх - 2014 çулта сывлăха çирĕплетмелли 52 пин ытла лагерь ĕçлĕ, унта 8,5 млн ача канĕ. Дмитрий Медведев çуллахи канăва тивĕçлипе хатĕрленсе йĕркелес ыйтусене палăртнă. «Пирĕн тĕллев - сывлăха çирĕплетмелли кампание çÿллĕ шайра ирттересси», - тенĕ вăл.

Pages