Комментари хушас

4 Çĕртме, 2014

Çĕнĕ технологисем çĕнĕ хăват хушаççĕ

Чăвашпотребсоюз, ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви, Журналистсен союзĕ нумай çул туслă çыхăну тытаççĕ. Вĕсем пĕрлехи мероприятисем ирттересси йăлана кĕнĕ. Çав шутра кашни çул республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене пухса пĕр-пĕр районти потребительсен обществин никĕсĕ çинче семинар-канашлу йĕркеленине палăртмалла. Кăçалхи канашлу вун тăваттăмĕш пулчĕ, хăнасене Муркаш райповĕ йышăнчĕ.

 

Муркаш райповĕ - Чăвашпотребсоюзра кăна мар, Центросоюз тытăмĕнче те чи лайăххисен шутĕнче. Кунта суту-илÿ, общество апатланăвĕ, производство, хатĕрлев, пулăшу ĕçĕсенче паянхи пурнăçпа тан пыма пулăшакан паха технологисене вăхăтра алла илме, пурлăх-техника никĕсне çĕнетсе пыма тăрăшаççĕ. Республика, районсен хаçачĕсен представителĕсене райпора юлашки çулсенче пулса иртнĕ улшăнусемпе паллашма, вĕсене ыттисен ÿсĕмĕсемпе танлаштарса пăхма уйрăмах кăсăклă пулчĕ. Лару пуçланиччен темиçе объекта илсе кайрĕç. Паллашу Муркашри «Бриз» çĕнĕ комплексран пуçланчĕ. Вăл ресторанпа каферен тăрать. Çурт шал енчен те, тултан та питĕ илемлĕ. Хăтлăхран та ытларах общество апатланăвĕн çак предприятине автоматизацилени /сăмах май, республикăра пĕрремĕш/ тĕлĕнтерчĕ. Официант клиентсен саккасне планшет урлă йышăнать те тÿрех апат пĕçерекенсем патне куçарать, çавна май ĕç чылай хăвăртланать. Клиент апат хакне планшет тăрăх малтанах пĕлме пултарать. Кун пекки хальлĕхе тĕп хулари пысăк ресторансенче те çук иккен.

 

Райцентрти «Ача-пăча таварĕсем» лавккара та паянхи ĕç мелĕсене тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Кунтах ачасем валли «Тропики» кафетери уçнă. Райпо канашĕн председателĕ Борис Андреев суту-илÿ çурчĕсене реконструкцилесе хăтлăх кĕртес тĕлĕшпе тĕллевлĕ ĕçлени, халăха республикăри предприятисен экологи енчен таса продукцийĕпе тивĕçтерес ыйтусене мала хуни, пĕчĕк ялсенчи тупăшсăр лавккасене тытса тăма укçа-тенкĕ чылай уйăрни çинчен каласа пачĕ.

 

Ял халăхĕшĕн тăрăшассине райпо хăйĕн тивĕçĕ тесе йышăннине кашни утăмрах сăнама пулать. Хатĕрлев пунктĕнче тĕл пулнă çынсем те çакна çирĕплетрĕç: райпо пире хушма хуçалăхра туса илнĕ ытлашши продукцие вырнаçтарма, ĕçлесе илме пулăшать тесе ырларĕç. Складра шкул ачисем те пурччĕ, вĕсем эмел курăкĕсем пухса пынă. «Хастаррисем сезон вăхăтĕнче райпона тĕрлĕ курăк сутса 40-шер пин тенкĕ ĕçлесе илеççĕ. Вĕсене тĕрлĕ меслетпе хавхалантаратпăр. Кăçал, акă, мала тухнисене кĕсье телефонĕ, айфон, ноутбук парнелеме йышăнтăмăр»,- палăртрĕ Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов.

 

Ял çыннисенчен сĕт пухассипе райпон кашни лавкки ĕçлет. Унтан çак продукцие сĕт сивĕтекен пункта тиесе килеççĕ, лабораторире пахалăхне тĕплĕ тĕрĕслеççĕ. Вăхăт-вăхăтпа ирсерен сĕт йышăннă вырăна тухса тĕрĕслевсем ирттересси те йĕркене кĕнĕ. Çак пунктран хăнасене строительство материалĕсен лапамне илсе кайрĕç. Ĕçе анлă йĕркеленĕ. Райпо машинисем халăх ыйтнă тавара тиесе кунне темиçе хут çула тухаççĕ. Калăпăшлă стройматериала тиесе-пушатма, вырăна çитерме çĕнĕ йышши ятарлă техника туяннă.

 

Отарккăри çăкăр пĕçерекен предприятире те, тавара ирĕклĕ суйламалли лавккара та хальхи меслетсене ĕçе кĕртеççĕ. Лавкка умĕнче халăха чăх-чĕп сутассине йĕркеленĕ. Ял çыннисем çак пулăшупа питĕ кăмăллă. Шала кĕрсенех хаçатсен пуххисене асăрхарăмăр. Хăйсен отраслĕн «Российская кооперация» хаçатне кăна мар, «Хыпара», «Çамрăксен хаçатне», район хаçатне çырăнса илни кăмăла çĕклерĕ. Тăван чĕлхепе вулама май пурри чуна çывăхрах çав.

 

Семинар-канашлу ĕçне пĕтĕмлетсе райадминистрацин акт залĕнче «çавра сĕтел» иртрĕ. Унта информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Алексей Леонтьев, Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров, Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владислав Ананьев, Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ Валерий Андреев, Муркаш район хаçачĕн тĕп редакторĕ Анатолий Тихонов хутшăнчĕç, сăмах каларĕç, туслă çыхăнусене малалла аталантарса пымалли çул-йĕре палăртрĕç. Валерий Комиссаров республикăн экономика аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн уйрăммăн палăртса Чăвашпотребсоюз ертÿçине Валерий Павлова тăватă томлă «Чăваш энциклопедине» парнелерĕ. Çавăн пекех кооператорсен ĕç-хĕлне тĕплĕн çутатнăшăн район хаçачĕсен темиçе журналистне ЧР Журналистсен союзĕн Хисеп хутне пачĕ.

 Алина ЛУКИЯНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.