Производство ÿсĕмлĕ
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов хăй яваплă отраслĕн çулталăкăн пĕрремĕш çурринчи аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă, çавăн пекех Чăваш Ен делегацийĕ Оренбургра иртнĕ Атăл тăрăхĕнчи Уй кунне хутшăнни çинчен каласа панă. Кăçалхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче мĕн пур хуçалăхра ял хуçалăх продукцийĕн производствин индексĕ 101% танлашнă. Акса хăварнă лаптăксем - 559 пин гектара яхăн, çакă та иртнĕ çулхинчен 9,3 пин гектар нумайрах. Аш-какай туса илесси, сĕт сăвасси ÿснĕ. Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 211,8 пин пуçпа танлашать - çулталăк каяллахипе шайлаштарсан 100,3%.
Уй кунĕнче округри агропромышленноç комплексне аталантарас ыйтăва сÿтсе явнă. Михаил Бабич полпред унта отрасльти лару-тăру юлашки çулсенче лайăхланни çинчен каланă. Республикăна илес тĕк - АПК предприятийĕсене кăçалхи çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне 1 млрд тенкĕ ытла субсиди куçарса панă. Çав вăхăтрах 2012 çулшăн федераци субсидийĕсемпе çыхăннă парăм 62,7 млн тенкĕ юлнă, 2013 çулшăн - 160,4 млн. Çулталăк вĕçлениччен федераци бюджетĕнчен уйăрмалли хушма виçе 162,5 пин тенке çитĕ. АПК валли кредит уйăрас ыйтусемпе ĕçлекен комиссие пĕтĕмпе 1 млрд ытла тенкĕлĕх 283 инвестпроект ярса панă, анчах паянхи кун тĕлне пĕр заявкăна та тишкермен-ха.
Михаил Игнатьев процент виçисене субсидилеме федераци укçи çитменни Раççейĕн мĕн пур регионĕшĕн кăтартуллă пулнине палăртнă. Çĕр-шывĕпе парăм виçи 22 млрд тенкĕ патнеллех. Хуçалăхсем ытлашшипех кредит илсе пĕтернин çивĕчлĕхĕ те пур. Çавна май Михаил Васильевич финанс енĕпе сыватмалли программăна хутшăннă ял хуçалăх организацийĕсен хăйсен парăмĕсене тепĕр хут реструктуризацилемелли право пуррине аса илтернĕ, унпа çине тăрса усă курма сĕннĕ.
РФ Транспорт министерстви тата Раççей Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полпречĕ Оренбургра пĕрле ирттернĕ канашлу пирки те сăмах пулнă. Унта çĕр-шывсен хушшинчи «Европа - Хĕвел анăç Китай» транспорт маршрутне йĕркеленĕ май федерацин М-7 çулне реконструкцилессине те сÿтсе явнă. ЧР транспорт министрĕ Владимир Филиппов палăртнă тăрăх - çав проекта ăнăçлă пурнăçламашкăн М-7 трассăна 1-б категори параметрĕсемпе килĕшÿллĕн реконструкцилемелле. Çак çул çинчи транспорт юхăмĕ питĕ пысăк. Çийĕнчен республика шайĕнчи автоçулсен сетьне тĕнĕл çине ултă тонна тивекен транспорт валли тунă. Çулсен эксплуатаци ресурсĕ пĕтнĕ теме те юрать, йывăр транспорт вĕсене сиенлет. Çав вăхăтрах республика территорийĕнче паян транспорт йывăрăшĕн нормативĕсене пăхăнман тĕслĕхсен 10% кăна регистрацилеççĕ. Çавна май Михаил Игнатьев ку енĕпе чарусем палăртма, йывăрăшне тĕрĕслемелли постсем йĕркелемешкĕн укçа уйăрма сĕннĕ.
Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин промышленноç комплексĕн çулталăкăн пĕрремĕш çурринчи ĕçĕ çинчен каласа панă. Промпроизводство индексĕ 103,6% çитнĕ. Тирпейлекен производствăсенчи ÿсĕм тата пысăкрах.
Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова Украинăран тарса килнĕ çынсене вырнаçтарас ыйтупа сăмах илнĕ. Хальлĕхе унашкаллисем 71 çын. Тĕпрен илсен - хĕрарăмсемпе ачасем. Вĕсене йышăнма кăмăл тунă çынсем патĕнче вырнаçтарнă. Михаил Игнатьев нушаллă çынсене тарават йышăннă çемьесене тав тунă, Шупашкар хулин, Сывлăх сыхлавĕн министерствин ертÿçисене çак ыйтусемпе тимлĕ ĕçлеме хушнă.